16 июня 2009 г.
Варнава митрополит – Енĕш Нăрвашра (Общество)
Аслă Василий çветтуй ячĕллĕ чиркĕве Енĕш Нăрвашра 1898 çулта хута янă. Ăна тума çынсенчен укçа пухнă, Шупашкарти Андрей Петрович Астраханцев хуçа та нумай пулăшнă.
Вăхăт иртнĕ май турра ĕненекенсен пуçарăвĕпе ялта çĕнĕрен чиркÿ лартас шухăш вăй илнĕ. Чиркÿ туса хута яма ял çыннисем, “Красная Чувашия” ял хуçалăх предприятийĕ, Чăваш Республикин Президенчĕ сахал мар пулăшнă. Çурта кирпĕчрен купаланă, 1 престоллă, чиркÿ тăрри 20 метр.
1996 çултанпа чиркÿре Юрий Алексеевич Петров (Георгий атте, протоиерей) ĕçлет.
Вырсарникун Енĕш Нăрвашри чиркĕве Шупашкартан Варнава митрополит килсе çитнĕ, вăл кунта турра ĕненекенсемпе служба ирттернĕ. Унта нăрвашсем кăна мар, таврари ялсенчен те нумаййăн пуçтарăннă. Тăвай район пуçлăхĕ Н.И.Иванов та пулнă, халăхпа калаçнă.
Район пуçлăхĕпе митрополит тĕл пулу вăхăтĕнче Тăвай районĕнче чиркÿсем тăвас ыйтăва хускатнă. Тăвайра Михаил Архангел ячĕллĕ православи чиркĕвне туса пĕтересси пирки те уйрăммăн чарăнса тăнă.
Т.ЛАЗАРЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"