АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сенаж хываççĕ, утă преслаççĕ (Сельское хозяйство)

16 июня 2009 г.

Сенаж хываççĕ, утă преслаççĕ (Сельское хозяйство)
“Акконд-агро фирма” общество выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе кал-кал пуçăнчĕ. Хальхи вăхăтра кунта нумай çул ÿсекен курăксене пухса кĕртеççĕ. 25 гектар çинчи козлятнике 2 кунтах çулса вĕтетсе сенажа хыврĕç. Симĕс масса кăçал, малтанхи çулсемпе танлаштарсан, чылай лайăхрах тухрĕ. Ÿсен-тăрана çуркунне сÿрелесе, апатлантарса хăварни те пулăшрĕ. Вăтаяль çывăхĕнчи люцерна та аван çитĕннĕ. Унăн пĕр пайне сенажа яраççĕ, тепĕр пайне кушăхтарса преслаççĕ. “Акконд-агро” утçире техникăпа анлăн усă курать. Курăксене Юрий Яковлев механизатор МТЗ çине çакнă 3 метр сарлакăшлă косилкăпа çулать. Александр Афанасьев механизатор паккуса хывса пырать. Иван Большов механизатор кушăхнă курăка ГВР кĕреплепе пуçтарать, Владимир Демин ăна пресласа рулон тăвать. И.Большов рулонсене транспорт хатĕрĕ çине тиесе парать. Утă турттарнă çĕрте Валерий Смирнов, Валерий Соловьев водительсем тата Георгий Григорьев механизатор тăрăшаççĕ.
Сенажа ямалли массăна Сергей Григорьев КСК–600 подборщик–измельчительпе вĕтетсе парать. Транспорт звенинчи Алексей Козлов, Александр Птичкин, Иванов, Михайлов тата Поликарпов Николайсемпе Иван Сергеев вĕтĕ массăна комплекса турттараççĕ. Вячеслав Семенов ДТ–75, Михаил Волковпа Михаил Егоров Т-150 тракторсемпе массăна пусăрăнтараççĕ. Ĕçе 2 сменăпа йĕркеленĕ, технологие çирĕп пăхăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Паян-ыран 1000 тонна кĕрекен шăтăк тулать.
В.САПЕРОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика