АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă иртрĕ Акатуй (Общество)

16 июня 2009 г.

Хаваслă иртрĕ Акатуй (Общество)
Ĕлĕкренпех çĕрпе сухапуç пĕр-пĕрне килĕштернине хресченсем пурте пĕрле пухăнса паллă тунă. Акан туйĕ тенĕ асăннă уява. Ĕççи ăнăçлă вĕçленнишĕн савăнаççĕ çынсем унта, акнă тырă лайăх çитĕнтĕр тесе ĕмĕтленеççĕ, малашлăхри тĕллевсене сÿтсе яваççĕ. Кăçалхи 56-мĕш акатуя çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, пухăнчĕç районта пурăнакансем.
Çанталăкĕ те уяврисемпе пĕрле хĕпĕртерĕ. Янкăр кăвак тÿпери сарă хĕвел ăшă пайăркисене çĕр çине сапаласа ĕçченсен чунне хавхалантарчĕ.
Вунпĕр сехет тĕлнелле Тăвайри спорткомплекс территорине çынсем чылайăн пухăнчĕç. Пĕрисем капăр сцена умĕнчи саксем çине вырнаçнă, уяв пуçланасса кĕтеççĕ, теприсем районти магазинсен сутуçисем мĕнле тавар сĕннипе кăсăкланаççĕ, виççĕмĕшсем карусельпе ярăнаççĕ. Шалти ĕçсен пайĕн, васкавлă пулăшу, пушар чаçĕн работникĕсем харпăр хăй тивĕçĕсене пурнăçлама хатĕр. Спортсменсем те хăйсен пултарулăхне кăтартĕç, культура çурчĕсенче, библиотекăсенче тата ытти çĕрте ĕçлекенсем сцена çине юрлама тухма вăхăт çитессе кĕтеççĕ.
Программăна район администрацийĕнче тăрăшакан Валерий Васильевичпа Наталья Юрьевна Чайкинсем тата Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем пуçларĕç, илемлĕ сăвă йĕркисене вырăсла тата чăвашла вуларĕç. Çав вăхăтра тĕрлĕ тĕслĕ шарсем тытнă, ятуллă тумланнă районти юрăçсем сцена çине улăхрĕç. Сценăна кăçал аван юсаса çĕнетнĕ. “Чыс та мухтав, ял ĕçченĕсене!” тесе çырнă капăр лозунг таçтанах курăнать. Çумăр çуни те шиклентермĕ юрласа ташлакансене, тăррине тунă.
Çĕр ĕçлекенсен çулталăкĕ пулнă май районти пĕрлештернĕ хор “Хлебороб” юрра шăрантарчĕ малтан. Унтан чăвашла “Ĕç юрри” ятлине юрларĕç. Солисчĕсем культура çурчĕсенче ĕçлекенсем В.Александровапа (Тăвай) Е.Матросова (Тăрмăш) пулчĕç. Пухăннисем тăвăллăн алă çупса тав турĕç юрăçсене.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илчĕ. Республика ялавне кăçалхи ака чемпионĕ В.Маргушов (Тушкил) çĕклерĕ. Уяврисене сывлăх сунса саламланă хыççăн Тăвай енри ĕçченсен тăрăшулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ Николай Ильич.
Районти пур хуçалăхра та çуракине вăхăтра, пысăк пахалăхпа вĕçленĕ. Çуркунне пурĕ 10950 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă. Кĕрхисене шута илсен, 12344 гектар пулать. Çĕрулмине 463 гектар çинче вырăн панă, иртнĕ çул 278 гектар пулнă. “Родник” обществăра 100 гектар çĕрулми лартнă. Андреев, Осипов, Моряков хресчен фермер хуçалăхĕсен те ку кăтарту начар мар.
“Акконд-агро фирма” общество, “Шимкусский”, “Красная Чувашия”, “Дружба”, “Чутеевский”, Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенчи, Грачев, Николаев хресчен фермер хуçалăхĕсенчи уй-хирсем савăнтараççĕ, вĕсенче калчасем аван çитĕнеççĕ. Владимир Маргушов "”Шимкусский”" хăйĕн агрегачĕпе 958 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акса “Ака чемпионĕ–2009” ята çĕнсе илчĕ. Республикăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Михаил Егоров (”Акконд-агро фирма”) та маттур пулнă.
413 тонна элитлă вăрлăх, 1050 тонна минераллă удобрени туяннă, вĕсене акнă тата апатлантарнă.
Выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарнă. Çав тапхăрта пур йышши хуçалăхсенче 2031 тонна аш-какай, 9753 тонна сĕт туса илнĕ. Машинăпа ĕне сăвакан операторсем – Полина Семина (”Акконд–агро фирма”), Наталья Титова (”Чутеевский”), Татьяна Ермилова (”Дружба”), Вера Васильева (”Красная Чувашия”), Наталья Степанова (”Шимкусский”), Людмила Шуйкова (Грачев хресч. фер. хуç.), выльăх самăртакансем – Надежда Дмитриева (”Новый путь”), Александра Семенова (”Шимкусский”), Наталья Глебова (”Красная Чувашия”) тата ыттисем те мухтава тивĕçлĕ.
Хуçалăхсенчи машинăпа трактор паркĕсем çĕнелсех пыраççĕ. Районĕпе кăçал 1 комбайн, 5 трактор туяннă.
Проекта пурнăçа кĕртме пуçланăранпа 174 миллион ытла тенкĕлĕх кредит панă.
Патшалăх пулăшăвне аван туятпăр. Иртнĕ çул Тăвай енри предприятисемпе организацисене федераллă, республикăри, районти бюджетсенчен пурĕ 60 миллион тенкĕлĕх субсидипе тивĕçтернĕ, çав шутра килти хушма хуçалăха аталантарма – 10,5 миллион тенкĕ. Кăçал 20,2 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ, 5,1 миллион тенкине килти хушма хуçалăхсем валли. Ку ырă ĕç малалла пырать.
“Районта ĕç кал-кал пулса пыни сирĕнтен чылай килет, хаклă Тăвай ен çыннисем! Тăрăшулăхăршăн тав тăватăп сире, малашлăхра ăнăçу сунатăп, çирĕп сывлăхлă пулăр пурте”, – тесе вĕçлерĕ калаçăвне Николай Ильич.
Ял хуçалăх министрĕ Михаил Васильевич Игнатьев пулма кăмăл тунă кăçал пирĕн район çыннисемпе пĕрле. Вăл уяв ячĕпе пурне те саламларĕ, Чăваш Президенчĕн Н.Федоровăн ăшă сăмахĕсене вуласа пачĕ. ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе В.Маргушов механизатора (”Шимкусский”), Н.Димитриева выльăх самăртакана (”Новый путь”), автопарк начальникне В.Волкова (”Акконд–агро фирма”), И.Иванов водителе (”Красная Чувашия”) хавхалантарчĕ. Çавăн пекех Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕн директорĕ В.Петров (культура министерствин), халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Т.Разина (сывлăхпа социаллă аталану министерствин) Хисеп грамотисем илчĕç. Юлашкинчен ял хуçалăх ĕçченĕсене ăнăçу сунчĕ Михаил Васильевич.
“Акконд” фабрикăн генеральнăй директорне, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне В.Иванов ентешĕмĕре те тимлĕ итлерĕç пухăннисем. Ырă сăмахĕсемшĕн алă çупса тав турĕç. Валерий Николаевич Чăваш Патшалăх Канашĕн грамотине пачĕ. Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнчи Е.Богачева свинарка тивĕçлĕ пулчĕ çак хисепе.
Яланхи пекех тăван района “Тăвай ен” ентешлĕхĕн ертÿçи, ветеринарипе фитосанитари надзорĕ федераллă службăн ЧР управленийĕн пуçлăхĕ И.Дмитриев, вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерекен республикăри институт ректорĕ В.Данилов килсе çитнĕ.
Иван Егорович ентешĕсем ял хуçалăхĕнче хастар пулнăшăн савăнни пирки пĕлтерчĕ. Районта çуралса ÿснĕ, халĕ Чăваш Енĕн тĕп хулинче ырă тĕслĕх кăтартакансене кашнине ятран асăнчĕ. Вĕсем тăван районне пулăшма шутланă иккен, пысăк суммăлăх укçа-тенкĕ пухнă. Тăвайри музыка шкулне çÿрекенсене тĕрлĕ музыка инструменчĕсем, А.Маркелов вăрçă ветеранĕпе (кил-çурчĕ çуннă) нумай ача амăшне О.Васильевана япаласем илмелли сертификатсем пачĕ Иван Егорович, эстрада юрăçисене пĕрле илсе килни пирки те аса илтерчĕ.
Ун хыççăн Шупашкар хулинчи Калинин районĕн пуçлăхĕ О.Бирюков, Раççейри перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнчи пай начальникĕ О.Николин, Шупашкарти “Белпро-сервис” обществăн пай начальникĕн çумĕ Д.Мурзипов тухса калаçрĕç. Нÿшкассинчи М.Якимова пенсионерка В.Иванов ентешĕмĕре конфет хучĕсенчен çĕленĕ костюм парнелерĕ.
Ĕçре палăрнă хастарсене хавхалантарма пуçларĕ кĕçех Николай Ильич.
“Шимкусский” ЯХПК механизаторне В.Маргушова “Ака чемпионĕ–2009” тесе çырнă лента çакса ячĕ.
Улянкăра пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранне И.Иванова тата “Акконд–агро фирма” общество водительне Н.Иванова районăн Хисеп кĕнекине кĕртнине çирĕплетекен свидетельство тата парне пачĕ.
Акана çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн, чи малтан вĕçленĕшĕн “Акконд–агро фирма” общество коллективĕ (ертÿçи В.Иванов) пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕçлĕ пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тушкилсемпе енĕшнăрвашсем тухнă.
Районăн Хисеп грамотине хресчен фермер хуçалăх ертÿçине Б. Алексеева, “Хумышев” хресчен фермер хуçалăх дояркине З.Баталована, Вăтаялĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн заведующине, А.Егорова сĕт пухакана, шалти ĕçсен районти пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцин сотрудникне А.Жилкинана, “Чутеевский” ЯХПКн механизаторне Вит. Михайлова, “Тăвайри кирпĕч завочĕ” обществăн производство начальникне Вад. Михайлова, “Красная Чувашия” ЯХПКри Н.Николаева пăру пăхакана пачĕ. Çавăн пекех производствăра малта пыракансем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç сцена çине, вĕсен списокĕ вĕçленессĕн туйăнмарĕ. Пурне те алă тытса саламларĕ район пуçлăхĕ Н.Иванов, укçан преми парса хавхалантарчĕ.
Концерт малалла тăсăлнă май, пухăннисем ял поселенийĕсен ал ĕç выставкипе тĕплĕн паллашрĕç, ăста алăллă çынсене мухтарĕç.
Пĕлĕтри тĕрлĕ хут çĕленсене чылайччен пăхса савăнтăмăр. Ачалăха аса илтерчĕç вĕсем пире.
Кĕçĕннисене кичем пулмарĕ уявра. Вĕсем карусельпе ярăнса савăнчĕç, тĕрлĕ вăйăсене хутшăнчĕç.
Футболла, шахматла вылярĕç, “автансен” вăййи те пулчĕ, вăрăм шăчă çине те улăхрĕç хăюллисем.
“Тăвай кооперативĕ” потребобщество ĕçченĕсем ларма-тăма пĕлмерĕç. Тутлă шÿрпе, шашлăк тата ытти таварсем сутса тивĕçтерчĕç çынсене.
Районти культура çурчĕсемпе библиотекăсенче тата ытти çĕрте ĕçлекенсене, шкулсенче вĕренекенсене те палăртса хăварас килет. Вĕсем пурĕ 95 номер хатĕрленĕ. А.Иванов ентешĕмĕр ертсе пыракан “Аксар” студин артисчĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç пирĕн район çыннисемпе пĕрле. Каçхине ултă сехет çитеспе кăна вĕçленчĕ концерт.
Уяв ирттерме укçа-тенкĕ кирлĕ. Спонсорсем пулса пулăшнă предпринимательсене тав тăвать район администрацийĕ, ĕçĕсенче ăнăçусем сунать.
Умра – республика уявĕ. Тăвай енре ĕçлекенсем ăна çутă ĕмĕтсемпе, çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ.
А.НИКИТИНА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика