13 мая 2009 г.
Суд ĕçченĕсем аваллăхпа кăсăкланаççĕ (Культура)
Чăваш чĕлхи кунне халалласа тата Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 161 çул çитнипе çыхăнтарса район судĕнче ĕçлекенсем Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейне çитсе курчĕç. Вĕсене уйрăмах Иван Яковлевич пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен илсе килнĕ экспонатсем (юман сĕтел, доска, этажерка, шкаф) интереслентерчĕç.
Çавăн пекех музейри тĕрлĕ документсемпе, нумаях пулмасть йĕркеленĕ А. П.Майраслов скульпторăн ĕçĕсен куравĕпе, паттăрлăха тата аваллăха сăнлакан пÿлĕмсемпе кăсăкланса паллашрĕç.
А.Е.Альфонс картинисем те музейре паллă вырăн йышăнаççĕ. Пысăк хак пачĕç вĕсене куракансем.
–Аваллăх çÿпçи тесе калас килет Енĕш Нăрвашри музей пирки. Темĕн çинчен курма, вуласа пĕлме пулать кунта. Иртнĕ ĕмĕрсенчи пурнăçа та çитсе килтĕмĕр, хальхи саманапа тан утрăмăр. Тавах çакăн пек пуян музей йĕркелекенсене тата халĕ ĕçлекен хастарсене, – текен тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç судра ĕçлекенсем сĕнÿсен кĕнекине.
В.ПЕТРОВ, музей директорĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"