13 мая 2009 г.
Лайăх паллă турĕç (Общество)
“Аслă Çĕнтерÿ уявне кашни çулах юбилей пек паллă тумалла”, – палăртнă Чăваш Президенчĕ Николай Федоров. Кăçал Чăваш Республикин Хĕрлĕ лапамĕнче парад иртнĕ. Унта Шупашкарти пĕрлештернĕ полк подразделенийĕсемпе пĕрле граждан тата çар ретроавтомобилĕсене кăтартнă.
Пирĕн районта та Аслă Çĕнтерÿ уявне кашни çулах лайăх паллă тăваççĕ. Малтан Тăвайри организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, вăтам шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем, килнĕ хăнасем çар комиссариачĕ пулнă çурт умне пухăнчĕç. Тăхăр сехет çитеспе ĕç çыннисемпе ачасен колонни Мухтав монуменчĕ еннелле çул тытрĕ. Икĕ айккинче илемлĕ чечексемпе шарсем тытнă пĕчĕк вĕренекенсем тăраççĕ. Вĕсем колоннăра утакансене аллисемпе сулса саламлаççĕ. Таврана саланакан кĕвĕ кăмăла татах хавхалантарать. Тăватă çула яхăн пынă вăрçăра пуç хунисем пирки шухăшласа кулянатăн та çав самантра, çĕр çинче мирлĕ пурнăç пуçланнăшăн савăнатăн та. “Куççульлĕ савăнăç”, – тесе ахальтен юрламаççĕ ĕнтĕ.
Мухтав монуменчĕ умне йĕркеленсе тăнă хыççăн уява, кĕске сăмах каласа, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров уçрĕ.
“Паян – чи çутă, ăшă уяв. Сире Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе пурне те чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ĕçĕрсенче ăнăçу, телей сунатăп”, – тесе пуçларĕ калаçăвне район пуçлăхĕ Н.Иванов. Митинг уçăлни пирки пĕлтернĕ хыççăн Раççей Гимнĕ янăрарĕ.
Пирĕн асаттесемпе кукаçисем, аттесемпе аннесем, пиччесемпе аппасем çĕр çинче вăрçă урăх ан пултăр тесе çапăçнă, Тăвай енĕн 3712 çынни паттăрлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене тивĕçлĕ пулнă.
Совет Союзĕн Геройĕсем П.Бухтуловпа С.Коновалов, тăшман амбразурине кăкăрĕпе хупласа пуçне хунă Кармал каччи Н.Афанасьев – пирĕн районăн чапĕпе мухтавĕ. Районтан 5429 çын хутшăннă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, çав шутра 179 хĕрарăм. Тылра юлнисем ывăнма пĕлмесĕр ĕçленĕ, станок умне тăнă, трактора е комбайна уй-хире илсе тухнă. Çав вăхăтри ачасене те çăмăл пулман. Вĕсен ĕçĕ, тÿсĕмлĕхĕ Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăннисенчен чылайăшĕ пирĕн хушăра урăх çук ĕнтĕ. Пурăнаканнисене вара тăтăшах çынсем хушшинче курма пулать. Ак, Çĕнтерÿ парадне хутшăннă В.Павловпа (Нÿшкасси) И.Иванов (Улянкă), Н.Богатырев (Чутей) шкулсенче вĕренекенсемпе тăтăшах тĕл пулаççĕ. Л.Ивановапа Д.Аввакумов (Тăвай) ветерансем районти тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Ял хуçалăхĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă В.Данилов (Енĕш Нăрваш), А.Егоров (Тушкил), В.Дмитриев (Киччĕ), П.Ананьев (Тĕмер) паянхи çамрăксене хăйсен пысăк опычĕпе паллаштарма яланах хавас. К.Разина (Тăрмăш), А.Михайлов (Кушкă), К.Михайлов (Çĕнĕ Пуянкасси), В. Александров (Ураскасси), А.Степанова (Çăлпуç) – сывлăх сыхлавĕпе потребкоопераци ветеранĕсем. Вĕсем пурте мирлĕ пурнăç тума харпăр хăй тÿпине хывнă.
“Никам та манăçман, нимĕн те манăçа тухман. Эпир, сирĕн ачăрсем, мăнукăрсемпе вĕсен ачисем, аслă ăрун паттăрлăхне хамăр чĕремĕрсенче упрăпăр”, – терĕ юлашкинчен Николай Ильич. Вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăтăмăр.
Унтан Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Тăвайĕнче пурăнакан вăрçăпа ĕç ветеранĕ Д.Аввакумов, районти тата шалти ĕçсен пайĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ Р.Гурина, çар службинчен таврăннă Р.Королевпа П.Сергеев призывник (Тăвай), Тăвайри вăтам шкулта кадет класĕнче вĕренекен В.Хвостов сăмах илчĕç. Вĕсем Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕç, ветерансен паттăрлăхне асран кăлармалла маррине, вĕсене пулăшмаллине палăртрĕç, мирлĕ пурнăç туса панăшăн тав турĕç. Çакăн хыççăн шурă кăвакарчăнсем пĕлĕтелле вĕçсе хăпарнине чылайччен сăнаса тăчĕç пухăннисем. Ĕç коллективĕсем чечек çыххисемпе кăшăлĕсене Мухтав монуменчĕ умне хунă чухне автоматсенчен персе салют пачĕç.
Тăрмăш – Тăвай çулĕпе чупакан спортсменсем килни курăнчĕ кĕçех. “Хăвăртрах, хăвăртрах!” – тесе хавхалантарчĕç вĕсене çынсем. Чи малтан С.Михайлов (Тăрмăш, яшсем хушшинче), Б.Борисов (Йăнтăрчă, арçынсем хушшинче), Е.Немова (Тăвай, хĕрсем хушшинче) чупса тухрĕç. Социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ О.Ломоносовпа спорт шкулĕн директорĕ В.Кузнецов пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн мала тухнă спортсменсене Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç.
Тăвай шкулĕнчи çамрăк армеецсем юрласа, стройпа утса кăтартрĕç. Кадет класĕнче вĕренекенсем çар çыннин кулленхи хăнăхăвĕсемпе паллаштарчĕç, автомат салатса пухрĕç.
“Тăвайри кооператив” потребобщество работникĕсем яланхи пекех уяврисене хăйсен таварĕсене сĕнчĕç.
“Палăксемпе обелисксене юсаса тирпей-илем кĕртес, вăрçă паттăрĕсемпе салтак арăмĕсене парнесемпе чыслас, массăллă мероприятисем йĕркелес тĕллевпе уçнă перекет банкĕнчи счет çине пурĕ 145 пин тенкĕ укçа-тенкĕ пухăннă. Тавах, çак ырă ĕçе хутшăннă коллективсене”, – тесе пĕлтерчĕ вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров.
Кашни уявах илем кÿрекен артистсене те асăнмасăр иртес килмест. Ветерансен хорĕ, “Çăлкуç”, “Тăвай ен”, купăсçăсен ансамблĕсем, районти культурăпа кану центрĕнче, библиотекăра ĕçлекенсем, музыка шкулне çÿрекенсем, Е.Семенов (Тăрмăш), Петрпа Владимир Никифоровсем (Ураскасси), Раççейри конкурс лауреачĕ А.Кондратьевпа В.Чайкин (Тăвай), “Звездочка” ташă ушкăнĕ тата ыттисем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. 57 номерлĕ концерт темиçе сехете тăсăлчĕ.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 64 çул çитнине районти ытти ялсенче те çÿллĕ шайра уявланă.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"