11 июня 2009 г.
Ялти магазин çĕнелчĕ (Торговля, строительство)
Тăвай ялĕнчи кооператорсен магазинĕсене кĕме кăмăллă. Юсанă хыççăн вĕсенчи тĕрлĕ тавара çынсем хăйсемех суйлама пултараççĕ. Икĕ-виçĕ эрне каялла Ленин урамĕнчи апат-çимĕç магазинĕ çĕнелнĕ хыççăн ялта пурăнакансене тивĕçтерме пуçларĕ.
–Ай, кунта хуларинчен те кая мар халь. Таварсене туяниччен тытса пăхма пулать. Питĕ лайăх тунă, ял çыннин укçи-тенки пахалăхлă, кăмăлланă тавара илме кăна тăкакланĕ, – тесе тĕлĕнеççĕ тăвайсем.
Суту-илÿ çуртĕнче строительсем ĕçленĕ чухне те çынсене тивĕçтерчĕç сутуçăсем. Пĕр çуртра хуçалăх япалисемпе апат-çимĕç сутакан магазинсем вырнаçнăччĕ малтан, икĕ алăкран кĕретчĕç. Юсав ĕçĕсем тунă хыççăн вĕсене пĕрлештернĕ, суту-илÿ залĕ аслăланнă çапла, ăна çутă сăн çапнă. Çурта тулашĕнчен те сăрласа илемлетме пуçланă.
–Ĕç условийĕсем лайăхланни чуна савăнтарать. Çĕнĕ çĕрте ытларах та ытларах çынна тивĕçтерес килет, – пĕлтереççĕ хăйсен шухăшне кунти сутуçăсем.
Тăваттăн тăрăшаççĕ Ленин урамĕнчи кооператорсен магазинĕнче. Лариса Моисовна Иванова заведующи йĕркелесе пырать кунти ĕçсене. Марина Николаевна Иванова, Оксана Сергеевна Шумская сутуçăсем тăвайсене хаваспах тивĕçтереççĕ. Вера Аркадьевна Гладкова сентре умĕнче чылайранпа тăрăшать. Вăл çынсен ăшă сăмахне, тĕрлĕ Хисеп грамотипе знаксене тивĕçлĕ пулнă. Тăвайри çĕнелнĕ магазин туянакансене кĕтет.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"