11 июня 2009 г.
Уйсем ырлăх-пурлăх кÿрĕç (Сельское хозяйство)
Сăхăтпуç вăрманĕ витĕр тухса Тушкил еннелле кайнăçемĕн юрăри “Уя тухсан ай мĕн лайăх” текен йĕрке чĕлхе вĕçне килчĕ. Хальхинче мана ял çывăхĕнче сăрт çамкинче ÿссе паркаланакан сип-симĕс хырсем те, уй-хирте талккăшпе ешерекен çуртри калчисемпе пуç кăларнă кĕр тыррисем те чуна тыткăнларĕç. Кусем – çĕр ĕçлекен шанăçĕ, пулас тухăç. Пин çурă гектар ытла йышăнаççĕ вĕсем “Шимкусский” ял хуçалăх производство кооперативĕн уйĕсенче, çак шутран 538 гектарĕ – кĕрхи тĕш тырă культурисем. Вĕсене пурне те удобрени панă, пысăк пайне гербицид сапса çум курăкран та хÿтĕленĕ. Ыттине халĕ сапаççĕ. Тенеяль хуçалăхĕн çĕрĕсемпе тата вăрманпа чикĕленекен уйра ĕçлетчĕç ку тĕлĕшпе ытларикун. Ирень сортлă çурхи тулă калчи таçта çити ешерет. Анчах пусăра çум курăксем те пуçĕсене “каçăртнă”. Вĕсене пĕтерме Олег Тимофеев ĕçлеттерекен агрегат тухнă уя, Гренчпа Планриз хутăшĕ сирпĕтет. Химилле имçамĕ çум курăксене “çăварлăхлать”, биологилле препарачĕ чир-чĕртен сыхлать. Имçам ирĕлчĕкĕ хатĕрлеме Николай Константиновпа Алексей Андреев пичкепе тата бензовозпа шыв турттараççĕ. Михаил Павлов агроном та агрегат патĕнче.
Тепĕр сапакан агрегата та уя кăларма хатĕрлетчĕç машинăпа трактор паркĕнче. Ятне-шывне тĕрĕсех çыртăм пулсан, унпа Совет Аргенбаев ĕçлемеллеччĕ. Агрегат патĕнче унпа пĕрле Алексей Моряков тĕп инженерпа Владимир Алексеев завгар тĕрмешетчĕç.
Машинăпа трактор паркĕнче вĕсемсĕр пуçне те çынсем пурччĕ. Тĕпрен илсен, механизаторсем. Пĕрремĕш пенси укçи илнипе хавхаланнă Виталий Николаев, сăмахран, БДТ-3 дисклă сÿрен резинне майлаштаратчĕ. Ăна Николай Яковлев механизатор пулăшатчĕ. Механизаторсем, сăмах майăн каласан, Виталий Николаевича пĕрремĕш пенси укçипе мĕнле пулмаллине те систерчĕç. Анчах унăн, дисклă сÿрене йĕркелесе çитерсе, кĕркунне акмалли уя çĕр кăпкалатма тухмаллаччĕ.
Мастерскойра Т-150, ЮМЗпа МТЗ тракторсем юсавра ларатчĕç. Николай Георгиев акă КУН–10 çакма хатĕрленетчĕ. Т-150 тракторсене Алексеевсем юсассине пĕлтĕмĕр. Пĕринпе çуракинче Виталий Ильич Алексеев çĕр хатĕрленĕ. Кунтах кăçалхи ака чемпионĕ Владимир Александрович Маргушов механизатор та тăрмашатчĕ. Ывăлĕ те, Сергей, кунтахчĕ. В.Маргушов МТЗ–1221 трактортан Обь–4 культиватор-сеялка кăкарса ĕçленĕ кăçалхи çуракинче, кал-кал тата пахалăхлă акнă. Хальхи кунсенче дисклă сÿрепе çĕр кăпкалатнине каларĕ. Тушкил ял поселенийĕнче ун пирки питĕ ырăпа асăнчĕç, “пирĕн чи хастар депутатсенчен пĕри вăл, нимĕнле ĕçре те ÿркенмест, маттур организатор”, терĕç. Çак сăмахсене вырăнти ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Вячеславовна Филиппова тата Любовь Николаевна Яковлева специалист каларĕç. Ырă çын пирки ырăпа асăнаççĕ ĕнтĕ. Владимир Маргушовăн виçĕ ывăл пулнине те пĕлтĕмĕр. Хăй вăл 1965 çулхи. Унăн ашшĕ те хăй вăхăтĕнче хуçалăхра кладовщик, бригадир, сысна фермин заведующийĕ пулса тăрăшнă-мĕн.
Хуçалăхра утă çине тухайманччĕ-ха. Анчах техникăна ун валли хатĕрлесе пыраççĕ. Юрий Дубровинпа Николай Яковлев ĕçлекен курăк çулмалли КПС–5 агрегат юсавлине палăртрĕç. Калчасене гербицид сапса пĕтерсен Николай Константинов та халичченхи пекех рулонлă преса утă çине тухма хăвăрт хатĕрлес шухăшлă.
–Пĕр утă çине ÿксен, сехете пăхса тăмăпăр унта, кал-кал ĕçлĕпĕр, – терĕ вăл пурин шухăшне те палăртса.
Хастарлă ĕçпе хушăнать ырлăх-пурлăх. Кĕркунне çитсен çав ĕçĕн çимĕçне курăпăр.
И.ГЛАДКОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"