07 июля 2009 г.
«Асамат кĕперĕнче» лайăх (Образование, досг)
Вĕренекенсен çуллахи канăвĕн пĕр уйăхĕ хыçа юлчĕ. Районти шкулсенче хăнăхнă шăнкăравсем илтĕнмеççĕ пулин те, ача-пăча сасси тамалман-ха. Пĕрисем практикăна ĕçлеме çÿреççĕ. Шкул çумĕнчи пахчари çимĕçсене шăвараççĕ, йăрансене çум курăкран тасатаççĕ, вăй çитекен ытти ĕçсене хаваспах хутшăнаççĕ. Теприсем шкулти сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче пушă вăхăтне хаваслă ирттереççĕ.
Тăвайри вăтам шкулта пĕлÿ пухакансем каникул кунĕсене мĕнле ирттернипе кăсăклантăмăр çак кунсенче.
Сакăр сехет кăшт кăна иртнĕччĕ. Ĕç тумĕ тăхăннă вĕренекенсем пĕр çĕре пухăнса тăнă та. Шкул директорĕ А.Кириллов та кунтах иккен. Çамрăксем ăна сывлăх сунчĕç, вăл вĕсен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланчĕ. “Канма, ĕçлеме лайăх”, – пĕр харăс хуравларĕ ушкăн. Географи предмечĕпе нумай çул хушши пĕлÿ паракан учительница Е.Павлова практикăна килнисене паян сухан йăранĕсене çумкурăкран тасатмалли пирки пĕлтерчĕ. “Елена Германовна, пирĕн чечексене шăварма юрать-и;“ – кăсăкланчĕç арçын ачасем. Самантран кашниех ĕç вахти умне тăчĕ.
“Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă, хускану паян тăватпăр, кунсерен вăй-хал хушатпăр,” – тени илтĕнсе кайрĕ çывăхра. “Асамат кĕперĕ” ятлă сывлăха çирĕплетекен лагере çÿрекенсем спорт площадкине зарядка тума тухнă иккен. Пĕр вырăнта сикеççĕ, çаврăмпа чупаççĕ, аллисене, урисене хускатаççĕ вĕренекенсем. Пуçламăш классене вĕрентекен Людмила Витальевна Иванова йĕркелесе тăрать паян çамрăксен канăвне.
–Пĕрремĕш смена вун сакăр кун пулчĕ. Пурĕ 40 ача кăмăл тунăччĕ лагерьте канма, 3–4 классем çÿрерĕç ун чухне. Тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ: футболла вылянă, концерта хатĕрленнĕ, кĕнекесем вуланă, эмел курăкĕсемпе паллашнă, тĕрлĕ темăпа калаçусем пулнă тата ытти те. Малтан каярах çывăрса тăрса килекенсем те пурччĕ. Кайран, смена вĕçленсен, ытларахăшĕ тепĕр хут çÿрес кăмăллăччĕ, – кĕскен каласа кăтартрĕ учительница.
Лагерь начальникĕ пулса О.Егорова аслă вожатăй тăрăшать. Л.Никитина, Л. Ильина, И.Николаева, Н.Иванова, Т.Иванова тата ытти хăш-пĕр учительницăсем ачасен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе тимлеççĕ.
Иккĕмĕш сменăн кун планĕ те пуян. 1–2 классенчисем хăйсен отрядне “Кулă” тесе ят панă. Пиллĕкĕмĕшсемпе улттăмĕшсен – “Галактика”. Ахăртнех, аслăраххисен шухăшĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ çунатлăрах пулнине систерет ĕнтĕ ку. Талантлă, вĕренÿре пултаруллă ачасем те канаççĕ.
Ирхи апат çиме кĕриччен лагерьте мĕн килĕшни пирки ыйтса пĕлтĕм вĕсенчен. Пĕрисем уçă сывлăшра пулма кăмăллаççĕ иккен, теприсене сцена çинче юрлама-ташлама килĕшет, виççĕмĕшсем тутлă апат пĕçерекенсене тав тăваççĕ. Каникулта та шкула çÿреме май пурришĕн хĕпĕртекенсем те пур. Пухнă пĕлĕве тĕрлĕ кĕнекесем вуласа çирĕплетекенсем те йышлă иккен.
Иккĕмĕш смена вĕçленесси нумаях юлман ĕнтĕ. “Лагерьти кунсем асра юлĕç”, – тесе апат çиме васкарĕç юлашкинчен çамрăксем. Лайăх канса пĕтерме сунса сывпуллашрăмăр вĕсемпе.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"