АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район бюджетĕнчен хушса тÿленĕ (Экономика)

07 июля 2009 г.

Район бюджетĕнчен хушса тÿленĕ (Экономика)
Çу тапхăрĕ – пысăк сăвăм вăхăчĕ. Хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх предприятийĕсем куллен пĕтĕмĕшле 20 тоннăран кая мар сĕт суса илеççĕ е кашни ĕне пуçне вăтамран 13 килограма яхăн. Умĕнхи çулхи ку вăхăтрипе танлаштарсан, халĕ талăкра кашни ĕне пуçне çур килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Чи пысăк сăвăм – “Чутеевский” ял хуçалăх кооперативĕн. Кунти ĕнесем талăкра кашни 19-шар килограма яхăн паха продукци параççĕ. Ĕнисем вара пурĕ 40 пуç. Иккĕмĕш кăтарту “Дружба” хуçалăхăн – 18,4 килограмм.
Тăрăшаççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем. Шел, продукцие сутăн илекен хакĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Çак лару-тăрăва кăштах та пулин çăмăллатас тесе, ял хуçалăх предприятийĕсене район бюджетĕнчен сутнă кашни литр сĕтшĕн 20 пус, кашни килограмм аш-какайшăн 1 тенкĕ хушса тÿлеме пуçланă. Пĕрремĕш кварталшăн хушса тÿленĕ те ĕнтĕ.
Л.БЕРИЛЛО, райадминистрацин экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн сектор заведующийĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика