АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кооператорсен уявĕнче (Торговля)

07 июля 2009 г.

Кооператорсен уявĕнче (Торговля)
Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне пирĕн районта иртнĕ эрнекун паллă турĕç. Йăлана кĕнĕ пек Тăвайри спорткомплекса пухăнчĕç суту-илÿ ĕçченĕсем. Пысăк хуранта шÿрпе пĕçерчĕç, ытти таварсене те сĕнчĕç. Çумăрлă çанталăк уяврисен кăмăлне сÿрĕклетеймерĕ.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов та килсе çитрĕ кĕçех уява.
Программăна ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн А.Никитинăн “Янташ” ушкăнĕ пуçларĕ. “Саламлатпăр сире, пуç таятпăр, ăнăçу, телей сунатпăр”, – тесе шăрантарчĕç хĕрсемпе каччăсем. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентекен Г.Вакку ентешĕмĕр те пур иккен Шупашкартан килнисем хушшинче. Вăл концерт программине ертсе пычĕ, юрларĕ, шÿтлерĕ.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илсе кооператорсене профессиллĕ уявĕ ячĕпе саламларĕ, ĕçĕсенче ăнăçу сунчĕ. Пултаруллă суту-илÿ ĕçченĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса хавхалантарчĕ. “Тăвайри кооператив” потребобществăн ертÿçи В.Федоров малтан хăйсен коллективĕн ултă уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, малашне тата авантарах ĕçлеме сунчĕ, Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕпе пурне те саламларĕ. Палăрнă ĕçченсене знаксемпе Хисеп грамотисем пачĕ Вячеслав Николаевич, лайăх ĕçленĕшĕн тав турĕ. Унтан сцена умĕнчи сĕтелсем хушшине ларса шÿрпепе сăйланчĕç пухăннисем, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç.
“Янташ” ушкăнри артистсен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç пирĕн район кооператорĕсем. Кашни номер хыççăн алă çупрĕç, Шупашкартан килнисем чăвашла юрă шăрантарнă чухне ташларĕç те.
А.НИКИТИНА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика