АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рулонласа хатĕрлеççĕ (Сельское хозяйство)

07 июля 2009 г.

Рулонласа хатĕрлеççĕ (Сельское хозяйство)
Пирĕн “Чутеевский” хуçалăхра утă хатĕрлесси пĕркунтанпах пырать. Ăна нумай çул ÿсекен курăксемпе улăх-çаран курăкĕнчен хатĕрлеççĕ. Утта преслаççĕ. Çак тĕллевпе утă вăхăчĕ пуçланас умĕн рулонлă çĕнĕ пресс-подборщик туяннă, вăл кал-кал ĕçлет. Маларах нумай çул ÿсекен курăксене çулса пухнă пулсан, хальхи вăхăтра Кĕтне юхан шывĕ хĕрринчи улăх утине пресласа хатĕрлетпĕр. Рулонлă преспа Виталий Михайлов механизатор ĕçлет, вăл агрегата тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшать. Çĕнĕ япала çĕнех, рулон хыççăн рулон хăварать хăй хыççăн агрегат. Утăлăх курăкĕ те лайăх çитĕннĕ. Рулонсене Валерий Яклашкинпа Александр Походкин водительсем машинăсемпе турттарса тăраççĕ фермăсем патĕнчи хранилищĕне. Машинăсем прицепсемпех. Рулонсене КУН–10 копнительпе Родион Филиппов тиесе парать. Ку вăхăт тĕлне 125 тонна утă хатĕрлесе хунă.
Курăксене Николай Михайловпа Николай Титов çулаççĕ. Кун каçах ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра хир сĕлли пусса илнĕ люцернăна çулса пăрахаççĕ. Тĕрĕсрех каласан хутăш курăк темелле пулĕ ăна.
Хуçалăхра хальлĕхе сенаж хывма пуçăнайман-ха. Ăна пĕр çул ÿсекен курăксенчен тата выльăх апачлĕх пăрçаран хывма палăртаççĕ. Вĕсем пурĕ пĕрле 75 гектар. Унсăр пуçне 6 гектар çинче сĕтеклĕ апат – выльăх кăшманĕ çитĕнет. Ăна çумласа сайралатнă.
Хĕл тапхăрĕ валли выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хурас ĕçсене Виталий Леонидович Шерне управляющи йĕркелесе пырать.
Н.ФИЛИППОВА, бухгалтер.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика