АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра палăрнă (Спорт)

02 июня 2009 г.

Республикăра палăрнă (Спорт)
Республикăри паллă атлетăн, тĕнче чемпионкин Алина Иванован тăван ялĕнче Етĕрне районĕнчи Килтешре хăвăрт утассипе республика чемпионатĕнче Йăнтăрчă шкулĕнче вĕренекенсем палăрнă. 1994–1995 çулсенче çуралнисем хушшинче М.Германова 3-мĕш, Люсия Николаева 4-мĕш, Иван Иванов 5-мĕш вырăнсем йышăннă. 1996-1997 çулсенче çуралнисем хушшинче Настя Конова 4-мĕш, Лия Борисова 5-мĕш вăхăт кăтартнă. 1998 çулта тата унран каярах çуралнисем хушшинче Элла Данилова чемпионка пулса тăнă.
Йăнтăрчăсем пĕр тăван Виктор, Геннадий тата Василий Семенов тренерсен парнисемшĕн Элĕк районĕнче иртнĕ республикăри ăмăртусене те хутшăннă. А.Конова 1-мĕш, Э.Данилова 4-мĕш вырăнсене тухнă.
Ачасене ăмăртусене Н.Степанов учитель хатĕрленĕ.
О.ЛОМОНОСОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика