АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене – ĕç вырăнĕсем (Занятость)

02 июня 2009 г.

Ачасене – ĕç вырăнĕсем (Занятость)
Çу çитрĕ. Вĕренекенсемшĕн чунран кĕтекен каникул пуçланчĕ. Ачасен вара канма кăна мар, кăштах ĕçлесе илме те майсем пулаççĕ.
Çул çитмен çамрăксен пушă вăхăтне – çуллахи канăвне – йĕркелес тĕлĕшпе районта хăш-пĕр опыт та пур. Халăха ĕçе вырнаçтаракан центр урлă 14-17 çулхи ачасем çу кунĕсенче вăхăтлăх ĕçсене вырнаçаççĕ. Ку вăл ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси, сиплĕ курăксем пуçтарасси, ватăсене социаллă пулăшу парасси, ял хуçалăх предприятийĕсене выльăх апачĕ хатĕрлес, тырпул пухса кĕртес ĕçсенче пулăшасси т.ыт.те.
Кăçал та ытти çулсенчи пекех пулĕ. Çак тĕллевпе июнĕн 4-мĕшĕнче халăха ĕçе вырнаçтаракан Тăвайри центр 14–17 çулхи çамрăксем валли ĕç вырăнĕсен ярмăрккине ирттерет. Ярмăрккана районти предприятисемпе организацисен ертÿçисене тата ĕçлес кăмăллă çул çитмен çамрăксене йыхравлатпăр.
Ирхине 10 сехете халăха ĕçе вырнаçтаракан центра пымалла.
Н.ПАВЛОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика