02 июня 2009 г.
Çумкурăкпа чир-чĕртен (Сельское хозяйство)
Акнă та ĕçĕ пĕтнĕ темелли çук: калчасене пăхса тăма, лайăх ÿссе аталанмашкăн условисем туса пама тивет. Çапла, районти çĕр ĕçлекенсем кĕр калчисене 2,5 пин гектар çинче, çуртрисене 1000 гетар яхăн гербицид сапса çумкурăксенчен химилле майпа хÿтĕлерĕç, 1300 гектар çинчи тырă калчисене чир-чĕртен те имçам сапрĕç. Çак ĕçсене “Акконд-агро фирма” общество, “Красная Чувашия”, “Шимкусский” хуçалăхсен тата Хумышев фермер хуçалăхĕн уйĕсенче тата ытти хăшпĕр çĕрте туса ирттернĕ. “Чутеевский” хуçалăхра 6 гектар выльăх кăшманне çумкурăксенчен икĕ хутчен гербицид сапнă.
В.СОРОКИН.
Источник: "Ял ĕçченĕ"