31 марта 2009 г.
Перепиçе хатĕрленсе яваплăха ÿстермелле (Общество)
2010 çулта ирттерекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн (перепиçĕн) пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен районти комиссин пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнчи ларăвĕнче çавна тепĕр хут палăртса хăварчĕç.
Ларăва районти комисси председателĕ Н.И.Иванов уçрĕ, кун йĕркипе паллаштарчĕ. Ларура сÿтсе явма тăватă ыйту лартнă. Пĕрремĕшĕ – “2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне (перепиçне) хатĕрленнĕ май туса ирттермелли чи кирлĕ мероприятисем çинчен” район администрацийĕн пуçлăхĕ 2008 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕ мĕнле пурнăçланни çинчен”. Ку ыйтупа комисси председателĕн çумĕ Э.Кучеренко паллаштарчĕ.
“Постановление пурнăçласа сахал мар ĕç турăмăр”, – терĕ докладчик. Тĕп вырăнта – ялсен адрес хуçалăхне йĕркене кĕртсе çитересси. Ку вăл ахальтен мар, мĕншĕн тесен çакă территорие участоксем çине пайлас, куçарса çыракансен "переписчиксен" хисепне, маршрутсене палăртас енĕпе питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак кирлĕ те кăткăс ĕçе 2009 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле.
Пурăнмалли çурт-йĕр фончĕпе усă курмалли йĕркесемпе килĕшÿллĕн кашни урам пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче, çавăн пекех кĕтесри çуртсем çинче урам ятне çырни пулмалла. Кĕтесри çуртсем çинче урам ячĕпе çурт номерне кĕтесĕн икĕ енчен те çырмалла. Пурăнмалли кашни çурт, административлă çуртсем, шкулсем, ясли-садсем, магазинсем çинче тата ытти те – çуртсен номерĕсем кирлĕ.
Унтан Тăвай районĕнчи ялсенче адрес хуçалăхне çĕнетсе лайăхлатас енĕпе тунă ĕçсем çинчен район ĕçĕсен управляющийĕ В.И.Ильин пĕлтернине итлерĕç.
Халăх хушшинчи информаципе ăнлантару ĕçĕ çинчен те сăмах пычĕ ларура. Çырава хатĕрленес ыйтупа “Ял ĕçченĕ” хаçатра 9 статья пичетленнĕ, çав шутра иккĕшĕ – кăçал. Çав тĕллевпех халăх ытларах пулакан вырăнсенче 55 стенд хатĕрлесе вырнаçтарнă. Çыравпа çыхăннă ыйтусене массăллă информаци хатĕрĕсенче малашне тата анлăрах çутатса памалла.
Халăх йышне тĕрĕс шута илесси, паспорт йĕркине пур çĕрте те çирĕп пăхăнасси çинчен те сăмах пулчĕ комисси ларăвĕнче. Ларура çавăн пекех çырав енĕпе ĕçлекен районти Г.Яковлева уполномоченнăй тунă информацие те итлерĕç. Галина Яковлева пĕлтернĕ тăрăх районти ялсенче вырнаçнă çурт-йĕрсен списокĕсене туса хатĕрлеме пуçланă.
Çавăн пекех комисси ларăвĕнче ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хăйсен территорийĕсенче çырава хатĕрленсе тунă ĕçсем çинчен пĕлтернине итлерĕç. Пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç тата умра тăракан задачăсене палăртрĕç.
Г.ЯКОВЛЕВА, халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй.
Источник: "Ял ĕçченĕ"