АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат хăйĕн тусĕсемпе канашларĕ (Общество)

27 марта 2009 г.

Хаçат хăйĕн тусĕсемпе канашларĕ (Общество)
Хальхинче “Ял ĕçченĕ” хаçатра ĕçлекенсем Тăрмăш ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансемпе курса калаçма кăмăл турĕç. Лачкассипе Тăрмăш ялĕсем кĕреççĕ унта, пурĕ 619 пурăнакан кил хуçалăх шутланать вĕсенче, хупăнни – 93. Паянхи куна 205 çемье илсе тăрать вырăнти пичет кăларăмне. Виçĕ ушкăнтан пĕри кăна хаçат вулани палăрать. Теприсем, тен, тĕслĕх библиотекинче паллашаççĕ “Ял ĕçченĕпе”. “Виççĕмĕшĕсене вара тавракурăма тĕрлĕ информаци урлă анлăлатса пырасси пачах интереслентермест”, – тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр.
Тăрмăшсем хаçатпа малашне тата çывăхрах туслашасса шанма пулать. Ял çыннисем тĕп редакторта вăй хунă Н.Кадикина, çивĕч темăллă статьясем çырнă И.Афанасьев обществăлла корреспондентпа шкул директорĕ пулнă П. Яковлева, типографинче нумай çул ĕçленĕ М.Иванована ырăпа асăнаççĕ.
Халĕ хаçатпа Р.Андреева, В.Афанасьев, В.Сидоров, Е.Матросова, М.Андреев, З.Григорьева тата ыттисем те çыхăну тытаççĕ. Редакцие кĕрсе тĕрлĕ сĕнÿсем паракансем те пур. Эппин кĕçех 75 çул тултаракан “Ял ĕçченĕн” тĕллевĕ, содержанийĕ, малашлăхĕ тăрмăшсене те кăсăклантарать.
Иртнĕ шăматкун малтан Лачкассинче пултăмăр. Пĕчĕк ялта та хаçат тусĕсем пур. Чÿкçырми шкулĕнче чылай вăхăт хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Мария Ильиничнăпа Валентин Федорович Демидовсем Лачкассинче пурăнаççĕ халь. Район хаçатне тăтăшах çырăнаççĕ вĕсем. Каç çывхаратчĕ пулин те, ĕçсĕр лармастчĕç ял çыннисем. Пĕр хĕрарăм кĕвентепе шыв ăсса кĕрет ав. Картишне, çурт умне пикенсех юртан тасатакансем те курăнчĕç. Çăмăл автомашина çăвакан арçынна вара çанталăк сулхăнраххи те шиклентермест, курткине хывсах ĕçлет. Ялти суту-илÿ çурчĕ иртерех хупнă канмалли кунра.
Культура ĕçченĕн кунĕ çывхарнă май районта тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç. Пуянкассисем тăрмăшсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл тунă ак. Кану каçĕ пуçланиччен иккĕмĕш хутра вырнаçнă тĕслĕх библиотекине кĕрсе курма тÿр килчĕ. “Ял ĕçченĕ” хаçат тăтăшах килсе тăрать вулав çуртне, унпа киле илсе кайса паллашакансем те пур”, – тет Л.Андреева библиотекарь. Вулав залĕнче аслăраххисем те, вăтам çулсенчисем те, шкулта вĕренекенсем те пурччĕ. Вырăнти пичет изданине вĕсем малашне мĕнле курасшăн пулнипе интереслентĕмĕр. Çĕр çынни мĕнле пурăнни, районти ял хуçалăх аталанăвĕ çинчен ытларах вуласшăн тăрмăшсем. Критикăллă информацисем сахал пичетленни пирки асăнчĕç, текстри шрифтсене пысăкрах, сăн ÿкерчĕксене курăнмалларах тума сĕнеççĕ тата ытти те.
Культура çурчĕн директорĕпе Е.Матросовапа та калаçрăмăр. Вăл хăйсен вăйĕпех фойене сăрласа илемлетни пирки каларĕ, ку ĕç малалла пырать. Шăматкун пулнипе-ши, ял çыннисем культура çуртне пухăнма васкамарĕç. Залра ларакансем алă çупса чаршав уçма хистерĕç.
Малтан район хаçатĕнче ĕçлекен А.Никитинан пĕр пайлă, икĕ курăнуллă “Вĕрентеççĕ арăмсем” мыскарине лартасси пирки пĕлтерчĕç Н.Красновапа Т.Константинова ертсе пыракансем. Г.Петрова (Даша), Л.Соловьева (Маша), А.Петров (Коля), А.Пугачев (Хĕветĕр), И.Емельянова (Марук-чиперук) шанса панă ролĕсене чуна пымалла вылярĕç. Унтан журналист сăмах илчĕ, Пуянкасси ялĕн артисчĕсене хăйсене сцена çинче аван тытнăшăн тав турĕ, пултарулăха ÿстерсех пыма сунса кĕнекине парнелерĕ. Самантпа усă курса вăл хаçат ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ, ялти активлă обществăлла корреспондентсене асăнчĕ, иккĕмĕш çур çулшăн «Ял ĕçченне» ака уйăхĕччен хальхи хакпах çырăнтарни пирки пĕлтерчĕ, культура ĕçченĕсене хăйсемпе пĕрле канма чĕннĕшĕн тав турĕ.
Концерт программи те чаплă пуянкассисен. Юрă хыççăн ташă пулчĕ, кулăшсем те выляса кăтартрĕç. “Эп телейлĕ хĕрарăм” ятлă юрра Лариса Вальтеровна питĕ ăста шăрантарчĕ, чылайччен алă çупрĕç залра ларакансем. Çавăн пекех Т.Кузьминан, Э.Кириллован, А.Федотован номерĕсем те килĕшрĕç вĕсене. Н.Захарова, А.Петров тĕрлĕ сценкăсенче вылярĕç. Г.Лобуреван “Больницăра” ятлă кĕске пьеси те куракансене кăмăла кайрĕ.
В.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика