27 февраля 2009 г.
Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче (Образование)
Иккĕмĕш чĕрĕке пĕтĕмлетсе, саккăрмĕшсен ертÿçи Э.Кириллова ачасен ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттерчĕ.
Вĕрентекен А.Лазареван “Пирвайхи юрату” калавĕ тăрăх уçă урок пачĕ, çĕнĕ технологипе усă курса вĕренекенсемпе тĕрлĕрен ĕçсем йĕркелерĕ. Эпир, вĕренекенсем, тĕрĕс хуравсем пама, урока харсăр хутшăнма тăрăшрăмăр. Калаври сюжет пире тыткăна илчĕ. Капа, авиашкулта вĕренекенскер, пĕрле вĕренекен Леня Грызлова килĕштерет. Анчах Леня Капăн юратăвне сисмест. Леньăпа Капăн кластерне туса танлаштартăмăр. Капа – чăваш хĕрĕ, юратăвĕ таса та, çепĕç, тÿсĕмлĕ. “Çапла, юрату – чи çепĕç, чи ырă, чи илемлĕ, чи асамлă туйăм. Юрату та çĕр çинче тĕрлĕрен пулать: суя, телейсĕр, суккăр, вăрттăн, таса...”, – терĕ Эльвира Николаевна.
Малалла ашшĕсемпе амăшĕсем вырăс чĕлхи урокĕнче ларчĕç.
Э.Кириллова вĕсемпе ачасен хушшинче вăйă-викторина йĕркелерĕ. Хĕрÿ тупăшура шкул ачисем çĕнтерчĕç. Вăйă хыççăн Э.Кириллова ашшĕ-амăшĕсемпе “Шкул ачисене килте тĕрĕс пăхса ÿстересси, вĕренме пулăшасси” темăпа калаçу ирттерчĕ. «Ачасене чăн-чăн воспитани парасси вăл пĕтĕм кил-йышпа тата уйрăмах шкул коллективĕпе пĕрле тумалли пысăк ĕç пулса тăрать. Çавăнпа ачасемпе ĕçлессине тĕрĕс йĕркелес текен ашшĕ-амăшĕн шкулпа, учительсемпе тачă çыхăну тытмалла”, – вĕçлерĕ педагог хăйĕн сăмахне.
Класс ертÿçи иккĕмĕш чĕрĕк отметкисемпе паллаштарчĕ.
Директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.Кондратьева та тухса калаçрĕ: “Ашшĕ-амăшĕн пухăвне килсех çÿремелле, ачасен вĕренĕвĕпе, тыткаларăшĕпе интересленсех тăмалла”. Ман шутпа, ашшĕ-амăшĕсене чĕнсе уçă уроксем панин, вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттернин, чуна уçса калаçнин витĕмĕ пысăк.
Марина АЛЕКСАНДРОВА, 8-мĕш класра вĕренекен. Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"