АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул тимсĕрлĕхе каçармасть (Общество, происшествия)

27 февраля 2009 г.

Çул тимсĕрлĕхе каçармасть (Общество, происшествия)
Çул-йĕр çинчи инкеклĕ ĕçсем сахал мар çынна пăшăрхантараççĕ, çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, çемьешĕн калама çук пысăк хуйхă пулса тăраççĕ. Тишкерсен, çакă курăнать: инкексен тĕп сăлтавĕсем куçăма хутшăнакансем "водительсемпе çуран çÿрекенсем" çул-йĕр правилисене пăхăнманни, руль умне ÿсĕрле ларни, хăвăртлăха ытлашши ÿстерни пулса тăраççĕ. Пĕр сăмахпа, çул çинче тимлĕх çитмест.
Акă февралĕн 22-мĕшĕнче каç енне Тăвай–Вăрмар çулĕ çинче Улянкă ялĕ çывăхĕнче инкек пулса иртрĕ. Пысăк хăвăртлăхпа пыракан “Ауди” çăмăл машина пăрăнчăкра çулран тухса кайса темиçе хут çаврăнса ÿксе тарăн çырмана чăмнă. Салонра водителсĕр пуçне 4 çитĕннĕ çын тата 5 çулхи ача пулнă. Ача ванчăк чÿречерен тухса ÿксе юлнă, водительпе 3 пассажир аманнă. Пĕр пассажир, Вăрмар çынни, вырăнтах вилсе кайнă. Пассажирсем пурте Вăрмаралла каякан автобусран тăрса юлнă та ăна, Тушкилтен каялла тухнă чух, Вăрмар çулĕ çине пăрăнса тухакан вырăнта кĕтсе илме ĕмĕтленнĕ. Пурте васканă. Пассажирсем васкасан та, водителĕн пуçа çухатма юраман. Унăн пирваях пассажирсем умĕнчи яваплăхĕ пирки шухăшламаллах пулнă.
Çул çинчи инкеклĕ ĕçсем ытларах тимсĕрлĕхе, çул-йĕр правилисене пăхăнманнине пула сиксе тухаççĕ те. Çавăнпа та çула тухрăн пулсан, пирваях хăрушсăрлăх йĕркисене асра тытмалла. Эрех ĕçсен руль умне ларма юраманни кирек камшăн та закон пулса тăмалла. Транспорт хатĕрне нихçан та хытă хăваламалла мар. Ахальтен каламаççĕ, сыхланакана Турри те сыхлать тесе. Халĕ çулсем пăрлак, ултавлă. Çавăнпа та çул çинче пурин те май килнĕ таран тимлĕ пуласчĕ.
Ю.НИКОЛАЕВ, ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика