24 марта 2009 г.
Çĕр ĕçĕн пĕлтерĕшне хакларĕç (Экономика, сельское хозяйство)
“Ял хуçалăх аталанăвĕн хăвăртлăхĕ ÿсрĕ. Республикăра “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа агропромышленность комплексне мĕнпур çăл куçран 14 миллиард тенкĕ чухлĕ инвестици явăçтарнă. Ял хуçалăхĕ – экономика кăна мар, вăл пурнăçăн йăлана кĕнĕ йĕркисене упраса хăварни. Çавăнпа 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтеретĕп. Унăн тĕллевĕ – çĕршыври аграри ăслăлăхĕн çитĕнĕвĕпе, чи çĕнĕ технологисемпе усă курса ял хуçалăх производствине çирĕппĕн аталантармалли нумай енлĕ ыйтусене татса парасси, ял хуçалăх предприятийĕсене тĕнчери тухăçлăх кăтартăвĕсен шайне кăларасси тата ытти те”, – тенĕ Чăваш Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура.
Асăннă тĕллевсене пурнăçлас енĕпе Чăваш Енре ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Пирĕн районта тĕш тырăпа çĕрулми тата сĕт туса илессипе икĕ Программа туса хатĕрленĕ. Çавна май кăçал çĕнĕ техника: тĕш тырăпа выльăх апачĕ пухса кĕртмелли комбайнсем, энергипе ресурссене перекетлеме май паракан ял хуçалăх машинисем, фермăсем валли çĕнĕ технологи линийĕсем туянма палăртнă. Ял хуçалăхне лайăхлатас енĕпе тунă тухăçлă ĕçсем çук мар. “Акконд–агро фирма” обществăн паянхи кунпа килĕшÿллĕ ферма ĕçлеме пуçларĕ, çĕнĕ техника та сахал мар туяннă. Иртнĕ шăматкун унăн ĕçĕпе республикăри ял хуçалăх министерствин, гостехнадзорăн ĕçченĕсем, “Агро–инноваци” тата “ЧР апат-çимĕç фончĕ” предприятисен, “Раççейри ял хуçалăх центрĕ” ЧР учрежденин представителĕсем, ÿсен-тăрансене хÿ-тĕлемелли япаласен тата техникăн поставщикĕсем, ытти районсен пуçлăхĕсен ял хуçалăхĕпе ĕçлекен çумĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем – пурĕ 200 çын ытла тĕплĕн паллашрĕç, тăвайсен ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Республика хаçачĕсен тата телевиденипе радио сотрудникĕсем, Тăвай енри ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем те хутшăнчĕç унта.
“Кăçалхи çуракине йĕркеллĕ, вăхăтра ирттерсе ямалли мерăсем çинчен” темăпа иртекен республикăри семинар-канашлăва ирхинех пухăнма пуçларĕç çынсем. Пĕр çăмăл машина хыççăн тепри, унтан виçĕ автобус çитсе чарăнчĕç район администрацийĕн çурчĕ умне. Килнĕ хăнасем малтан вĕри чейпе, “Тăвайри кооперативăн” потребобщество изделийĕсемпе сăйланчĕç, çакăн хыççăн ял хуçалăх техникипе, удобренипе, лайăх сортлă вăрлăхпа, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли препаратсемпе тивĕçтерекен республикăри организацисен реклама докуменчĕсемпе паллашрĕç, хăш-пĕрисем харпăр хăй районĕ валли кирлĕ япаласем туянма килĕшÿ тума калаçса татăлчĕç.
Унтан пухăннисем икĕ ушкăна уйрăлчĕç. Пĕрисем автобуссем çине ларса, “Акконд–агро фирма” обществăн ĕне фермине çул тытрĕç, теприсем çывăхри машинăпа техника паркĕнчи чаплă курава васкарĕç.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов ертсе пыракан ушкăн малтан çĕнĕ фермăра пулчĕ. “Акконд–агро фирма” обществăн генеральнăй директорĕ В.Ивановпа унта ĕçлекенсем Чăваш Ен тĕп хулинчен тата ытти районсенчен килнисене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хăнасем малтан халатсем, калпаксем, бахилăсем тăхăнчĕç те комплекс территорине иртрĕç. ”Таса та тирпейлĕ иккен кунта. Йĕрке пурри сисĕнет”, – тĕлĕнчĕç вĕсем. Сăвакан ĕнесен витипе паллăшрăмăр малтан. Алăкĕсене те, чÿречисене те уçса хунă, шала кĕртмерĕç пире. Хураллă-шурăллă ĕнесем нумай çынна курсан пăлханчĕç, муклатса сасă параканни те пулчĕ. “Сивĕ мар-и вара вĕсене;“ – тесе интересленекенсем те тупăнчĕç. Николай Ильичпа Вячеслав Павлович кашнин ыйтăвне тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕç. Трактор çумне кăкарнă ятарлă агрегатпа апатлантаратчĕç ĕнесене шăпах, кĕçех выльăхсем кăмăлласах çиме пуçларĕç тутлă шăршăллă сенажа. Витери шывпа çуса антарнă тислĕк ăçта пухăнса пынипе кăсăкланчĕç хăнасем, ку таврари çанталăк условисенче унăн пысăк “миххи” мĕнле упранни пирки кăсăкланчĕç. Пăрусем уйрăм витере, унта кашни пĕчĕк выльăхăн çурчĕ пур, ĕмкĕчлĕ савăт çакса панă, витрепе – пĕрчĕллĕ апат. Урайне типĕ улăм сарнă. Хĕрринчи пĕр пăрăвне ачашласа илме алла тăссан: “Юрамасть!” – тесе асăрхаттарчĕç. Пăрусен çурчĕсен алăкĕсем çук, сивве хăнăхтарсан выльăхсем çирĕпрех, чирлемесĕр ÿсни пирки пĕлтерчĕç. “Пĕр-икĕ уйăхран вĕсене тепĕр витене куçараççĕ”, – терĕ А.Максимов рабочи.
Сенажăн пысăк шăтăкĕсенче темиçе пин тонна апат пахалăхлă упраннинчен те тĕлĕнчĕç республикăри семинара хутшăнакансем. “Тин кăна çулса килнĕ пек”, – терĕç.
Сĕт сăвакан витене кĕрсех куртăмăр. Кунта пирĕн йыша ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев та хутшăнчĕ. Пĕр витерен сумалли уйрăма урама тухмасăр куçмалли те тунă. Харăсах 48 ĕне сума пултараççĕ ку чухнехи оборудованипе. Виçĕ оператор кăна ĕçлет унта, пĕри канать. Кашни выльăхăн номерлĕ мăйăх пур, малти сулахай ури çине датчик вырнаçтарнă. Сĕт сунă чухне вăл компьютерсен экранĕсем çинче ĕне мĕн чухлĕ сĕт антарнине кăтартма май парать. Выльăхсем хăйсене мĕнле туйнине, «чупасшăн» пулнине те пĕлме пулать компьютерсем пулăшнипе. Чирлисене, вăкăршăн пулнисене тÿрех уйăрса хăвараççĕ. Кунне икĕ хутчен сăваççĕ, тĕрĕслеççĕ 460 сăвакан ĕнене. Пурĕ фермăра çирĕм виçĕ çын кăна ĕçлет. Çĕнĕ технологипе усă курса общество коллективĕ пысăк пахалăхлă сĕт суса илет, районта малта пырать. “Пĕчĕк районта кĕске срокра çавнашкал нумай ĕç тума пултарнипе мухтанмалла кăна ĕнтĕ чăннипех. Шупашкарти “Акконд” фабрикăн генеральнăй директорĕн, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн тÿпи сахал мар ĕнтĕ кунта. Валерий Николаевич тăван районне те чылай тимлĕх уйăрнин тĕслĕхĕ куç умĕнче”, – терĕç юлашкинчен хăнасем.
Фермăра пулнă хыççăн “Акконд-агро фирма” обществăн машинăпа техника паркĕнчи куравпа паллашрăмăр. Асăннă коллективăн вăхăта, ĕç вăйне, ресурссене перекетлеме май паракан техникинчен, республикăри поставщиксен культиваторĕсемпе сÿрисенчен, плугĕсенчен, дискаторсенчен, сеялкăсенчен, çĕрулми е кăшман лартмалли тата кăлармалли, аврине çулмалли агрегатсенчен, кустăрмаллă е гусеницăллă ку чухнехи тракторсенчен, çĕнĕ комбайнсенчен чылайччен куç илмерĕç республикăри семинар хăнисем. “Чăвашагролизинг” уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ А.Ласточкин пурин пирки те тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Кашни “экспонатăн” уйрăмлăхĕ мĕнре пулнине, еплерех тухăç илме май панине, мĕнле туянмаллине тата патшалăх ку енĕпе пулăшнине те палăртрĕ Алексей Пантелеймонович. Килнисенчен чылайăшĕ харпăр хăй районĕ валли пĕр-пĕр техника туянма тĕллев тытрĕç ĕнтĕ куравра, çавăнпа пĕр-пĕрне визиткăсем пачĕç. “Çавнашкал илемлĕ трактор рулĕ умне кашни ĕçченĕнех ларас килĕ. “Полесье” комбайн тата еплерех хăватлă, кĕске срокрах çапса пĕтерме пулать унпа çитĕнтернĕ тырпула. Эх, пиреччĕ вĕсем. Каялла парса ярар мар пуль кураври техникăна, пурне те хамăрăн тăвар”, – ĕмĕтленсе-шÿтлесе тăчĕç пирĕн район ĕçченĕсем.
–Чăваш Президенчĕ Н.Федоров пирĕн ума пысăк тĕллевсем лартрĕ. 2015 çул тĕлне республикăра пĕр миллион тонна тĕш тырăпа çĕрулми туса илмелле. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче палăртнине пурнăçлама пур майсемпе те усă курмалла пирĕн. Инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртмелле, тухăçлă техника тата оборудовани туянмалла, ĕç тухăçлăхне ÿстермелле, ял хуçалăх производствин культурине улăштармалла, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларассине, ĕç условийĕсене лайăхлатмалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тумалла тата çывхаракан çуракине çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерсе ямалла, – тесе уçрĕ семинар-канашлăва ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов хăнасене Тăвай ене килсе курма кăмăл тунăшăн тав турĕ, районти ял хуçалăх ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Пирĕн районта пурĕ 18 ял хуçалăх предприятийĕ шутланать, çав шутра 12 кооператив, тулли мар яваплăхлă общество – 5, пĕри уçă акционерлă общество. Унсăр пуçне 20 хресчен фермер хуçалăхĕ, 6492 уйрăм кил хуçалăхĕ ĕçлет. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур йышши хуçалăхсенче – 41876 гектар çĕр.
Вун виçĕ хуçалăх 2008 çула тупăшлă вĕçленĕ, тупăш сумми пурĕ 12832 пин тенкĕлĕх пулнă. Районти предприятисемпе организацисем пĕлтĕр 60 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Федераллă бюджетран 34,9 млн. тенкĕ, республикăринчен – 24,5 млн. тенкĕ тата 0,6 млн. тенкине районтан панă.
Выльăхсене хĕл каçарнă тапхăрта (5 уйăхра) пур йышши хуçалăхра 1424 тонна аш-какай, 4670 тонна сĕт туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пур йышши хуçалăхсенче ÿснĕ (8708 пуç), сыснасен вара чакнă (5120 пуç).
Пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсене тата çĕрулмипе пахчаçимĕçсене кăçал 10865 гектар çинче вырăн пама палăртнă, юхăннă тепĕр 1405 гектар çĕре ĕçе кĕртмелле. Çуракине хатĕрленсе минераллă удобренисем (66 процент), дизель топливи (77 пр.) илнĕ, кондициллĕ вăрлăх (71 пр.) пур. “Николаев” хресчен фермер хуçалăхĕнче “Полесье” комбайн тата ытти хуçалăхсенче тĕрлĕ техника туяннă. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче Тăвай ен ĕçченĕсем умри тĕллевĕсене вăхăтра пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăя хурасси пирки асăнчĕ юлашкинчен Николай Ильич.
Çакăн хыççăн ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Павлов, “Чăвашагролизинг” обществăн генеральнăй директорĕ А.Ласточкин, Чăваш Енри Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ В.Дмитриев, “Раççейри ял хуçалăх центрĕ” учреждени филиалĕн ертÿçи Н. Якимов, “ЧР апат-çимĕç фончĕ” предприяти директорĕ Ю.Федоров тухса калаçрĕç. Унтан пухăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Районти экономика управленийĕн начальникĕ В.Ванерке “ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ” хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă А.Ефимовăн (Енĕш Нăрваш) тин пичетленсе тухнă “Тырă пусси хумханать” ятлă кĕнекипе паллаштарчĕ, хăш-пĕр хăнасене парнелерĕ ăна.
Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев семинар-канашлăва пĕтĕмлетрĕ юлашкинчен, район ертÿçисене, “Акконд-агро фирма” общество администрацине опытпа паллашма, ял хуçалăх отраслĕн поставщикĕсемпе çыхăнăва çирĕплетме май туса панăшăн тав турĕ, машинăпа оборудованисен ку чухнехи паркĕсене йĕркелесе ресурссене перекетлекен паянхи кунпа килĕшÿллĕ технологи çине куçас тĕп тĕллеве пурнăçлама чĕнсе каларĕ пурне те.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"