АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци музейĕ курав йĕркелерĕ (Образование, культура)

20 марта 2009 г.

Наци музейĕ курав йĕркелерĕ (Образование, культура)
Тĕмер шкулĕнче вĕренекенсем çул çÿреме юратаççĕ. Тинтерех кăна пулнăччĕ-ха эпир Тăвайри краеведени музейĕнче. Чăваш наци музейĕн сотрудникĕсем кунта ача-пăча валли ятарласа “Юмахсем патĕнче хăнара” курав йĕркеленине пĕлсен 1–4 классенче вĕренекенсем тÿрех шкул автобусĕпе çула тухрăмăр.
Выставкăра юмахсенчен илнĕ персонажсем: тискер чĕр чунсемпе вĕçен кайăксем. Кашкăр, упа, хыр сысни, тилĕ, мулкач, хир качаки, хăнтăр, тыркас, тем пысăкăш ăмăрткайăк – çĕртен те иртет пулĕ вĕсен тĕсĕсем. “Чĕрĕ мар-ши, халь-халь тăрса ларас пек выртаççĕ-çке”,– теççĕ чи пĕчĕккисем, хăш-пĕр чĕр чунсене хăра-хăрах тытса пăхрĕç.
Музей директорĕ С.Сергеева яланах хăнасене тараватскер, халĕ те ыйтусем çине туллин хуравларĕ, çĕнĕ экспонатсемпе хаваспах паллаштарчĕ.
Музейри экскурси ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Уншăн вĕсем Светлана Архиповнана, Тăвайне кайса килме транспорт уйăрнăшăн шкул директорне Альбина Александровнана тав тăваççĕ.
Е.СТЕПАНОВА, вĕрентекен. Кармал ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика