АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕре ахаль вырттарасшăн мар (Сельское хозяйство)

20 марта 2009 г.

Çĕре ахаль вырттарасшăн мар (Сельское хозяйство)
Çурхи уй-хир ĕçĕсене туса ирттерме 18 тонна солярка тата 2,5 тонна бензин кÿрсе хунă. Кусем çураки ирттерме çитеççĕ. 60 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă. Вĕсем, шăтарса пăхсан, чăн та, сайрарах пулни палăрчĕ.
Эпир 500 гектартан кая мар акасшăн кăçал. Пур пек вăрлăха сортласа хунă. Анчах вăл çителĕксĕр. Çавăнпа çурхи тулăпа урпа вăрлăхĕсем чылай туянасшăн. Вĕсене килĕшсе хунă, шел, кредитне илеймерĕмĕр-ха. Май килнĕ таран техника та илме палăртнă.
В.ШЕРНЕ, “Чутеевский” хуçалăх управляющийĕ.
 
Мунча çуннă (Общество, происшествия)
Мартăн 16-мĕшĕнче кăнтăрла иртни икĕ сехетре Вăрманхĕрри ялĕнче пĕр кил хуçалăхра мунча çунма пуçланă. Тăвайри пушар чаçĕн ĕçченĕсем вут-кăвара ытти хуралтăсем çине куçма паман, “хĕрлĕ автана” хăвăрт парăнтарнă. Анчах мунча юрăхсăра тухнă. Çулăм кăмакапа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснинчен тухнă. Ытларах хутнипе йывăç стенасене тивсе илнĕ. Мунча кăмакине çав вăхăтра хуçисем пăхакансăр хăварнă.
Çулталăк пуçланнăранпа районта 3 хутчен пушар тухнă, вутра пĕр çын пурнăçĕ татăлнă.
Çавăнпа районта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма тепĕр хут асăрхаттарасшăн.
А.ФРОЛОВ, районти пушар надзорĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика