АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Сурский, механизатор (Общество, сельское хозяйство)

17 марта 2009 г.

Владимир Сурский, механизатор (Общество, сельское хозяйство)
Хулари çамрăксенчен чылайăшĕ, тен, çитĕннисенчен хăшĕ-пĕри те, çăкăр мĕнле пулнине пĕлсех те каяймасть пулĕ. Уя тухса курмасан, тырă епле çитĕннине пĕлмесен, тăнлашма йывăртарах пулĕ, ахăртнех. Кĕршери Владимир Михайлович Сурский вара ĕмĕрне çĕр ĕçĕпе ирттерет: тырă туса илет, выльăх апачĕ хатĕрлет тата ытти те. Çак ĕçсем уншăн пурнăç тĕллевĕпе тивĕçĕ, ăша хывнă кулленхи ĕçĕ пулса тăнă. Çĕр ĕçĕ, техника майĕсемпе уйрăмлăхĕсем пирки пайтах каласа пама пултарать вăл. Ĕмĕр çĕр ĕçĕнче пиçĕхнĕскерĕн каласа кăтартмалли чăннипех нумай пухăннă ĕнтĕ.
“Дружба” ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕпе В.М.Сурскипе районти тĕп больницăра тĕл пулма тÿр килчĕ. Вăл терапи уйрăмĕнче çулсем пуснипе кăштах хавшанă сывлăхне çирĕплететчĕ. Шупашкартан хĕрĕ тăтăшах шăнкăравлатчĕ.
–Ачасем миçе тетĕн-и; Пĕр хĕр пирĕн, – манăн ыйту çине пĕр тăхтаса тăмасăр хуравларĕ В.Сурский.
–Каçарăр та, пĕр ача кăна çителĕксĕр мар-и çемьере; – тетĕп Владимир Михайловича.
–Сахал та, халĕ тин улăштарайрас çук ĕнтĕ. Çамрăкрах чухне тĕв тумалла пулнă. Арăм хуçалăхра бухгалтерта тăрăшнă, хăй вырăнне хакланă. Эпĕ – кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек техникăпа. Вăхăт иртнĕ те, иртнĕ, унăн чуппине чараймăн. Халĕ хамăр та тепĕр чухне шухăшласа чĕрене ыраттаратпăр: ачасем иккĕ-виççĕрен кая мар кирлех пулнă, – шухăшне пытармарĕ Владимир Михайлович. Унтан хушса хучĕ: “Çамрăксем хĕмленсех тăччăр тесе калатăп ку сăмахсене. Кирек епле ĕçĕн те вăхăчĕ пур авă”.
Çапла, ĕç – ĕçпеле, юрату – юратупа. Тимĕре хĕрнĕ чух туптама хушнă.
В.Сурский – ырă кăмăллă çын. Çакна вăл хăйне терапи уйрăмĕн заведующийĕпе В.С.Семенова врач-терапевтпа калаçнă чухне мĕнле тытнинчен те, сестрасемпе, санитаркăсемпе, пĕрле сывалакансемпе, юлташĕсемпе епле хутшăннинчен те, ĕçе, çынсене мĕнле хакланинчен те пĕр йăнăшмасăр курма, туйса илме пулать. Хăйсен Мучар ял поселенийĕнче те, “Дружба” ял хуçалăх кооперативĕнче те ăшшăн асăнчĕç ун пирки. Пурнăçра тÿрĕ кăмăллă, ĕçре патвар чун-чĕреллĕ çын пирки урăхла мĕн калăн;! Кунти Георгий Михайлович Антонов электрик вара: “Эпĕ унăн ĕçне те, хăйне те “пиллĕк” паллăпа хакланă пулăттăм”, – терĕ.
Çакăн пек сума сăваççĕ В.Сурские унпа юнашар ĕçлекенсем, ĕçтешĕсем.
Юлашки çулсенче Владимир Михайлович кустăрмаллă МТЗ-82 тракторпа ĕçлет. Çуракине хутшăнать-и вăл хăйĕн агрегачĕпе е рулонлă преспа утă пухса преслать – кашни ĕçех кирлĕ пек тума, янтăлама тăрăшать, чунне парать кăçал утмăл тултарса пыракан хастар çын.
И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика