АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владислав Пастухов кандидат – район чемпионĕ (Спорт)

17 марта 2009 г.

Владислав Пастухов кандидат – район чемпионĕ (Спорт)
Иртнĕ вырсарнире шахматпа район чемпионачĕ пулчĕ. Икĕ кĕçĕн шкул ачине шутламасан, 11 шахматист хушшинче питех те çивĕч кĕрешÿсем пычĕç. Анчах ку хутĕнче ăнăçу çулталăк пуçламăшĕнче кăна спорт мастерĕн кандидачĕн нормине çирĕплетнĕ Владислав Пастухов енче пулчĕ. Вăл 12 очко илме май пур çĕртен 10,5 очко пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. 2-мĕш вырăнта – Р.Совин, 3-мĕшĕнче – А.Шишов. Вĕсен иккĕшĕн те икшер çухату, анчах пĕр-пĕрин хушшинчи вăйăра пĕрремĕшĕ çĕнтернĕ. Районăн иртнĕ çулхи чемпионĕ В.Семенов ку хутĕнче 4-мĕш, район кубокне çĕнсе илнĕ Ю.Арестов 5-мĕш вырăнсене тăрса юлчĕç. А.Афанасьев кандидат (шашкăпа) шахматла та самай пултаруллă вылянине палăртмалла. Вăл пурĕ те 3 çухату кăна тÿсрĕ, 5 тĕл пулăва ничьяпа вĕçлерĕ (6,5 очко).
Чемпионат хыççăн 5 минутлă блиц пулчĕ. 6 шахматист хушшинче 5 очко пухса каллех В.Пастухов 1-мĕш пулчĕ. Чăннипех кандидатшăн чи ăнăçлă кун пулчĕ иртнĕ вырсарни.
И.ИВАНОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика