17 марта 2009 г.
Республикăри ăмăртусенче (Спорт)
Мартăн 7-мĕшĕнче Тăрмăш, Енĕш Нăрваш, Эльпуç тата Пуянкасси шкулĕсенчи чи вăлă 22 йĕлтĕрçĕ ачасен спорт шкулĕсем хушшинче ирттернĕ республикăри ăмăртусенче тупăшрĕ. Районти спорт шкулĕ вĕсенче 9-мĕш вырăн йышăнчĕ. Автобуса пĕр кунлăх кăна уйăрнă пирки ачасем мартăн 6-мĕшĕнче ирĕклĕ мелпе чупассипе пулнă ăмăртусене хутшăнаймарĕç. Пирвайхи кунранах хутшăнас пулсан, командăн çÿллĕрех вырăна çĕкленме май пурччĕ.
1991–1992 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче 5 километра чупассипе Аниса Дмитриева (Тăрмăш) 22-мĕш (25.26), Николай Иванов (Пуянкасси) 14-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. 1993–1994 çулсенче çуралнисем хушшинче Оля Максимова (Эльпуç шкулĕ) 5 километра 7-мĕш вăхăтпа (22.50) чупса тухрĕ. Унăн тантăшĕсем О.Иванова 13-мĕш, Н.Гаврилова 17-мĕш, Е.Карзакова 21-мĕш, А.Гаврилова 24-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Эльпуç шкулĕнчи Алексей Максимов 10 километра 22-мĕш (39.42) вĕçлесе команда пухмачне 10 очко пама пултарчĕ.
13–14 çулхи ачасем 5 километра чупрĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Игорь Кириллов (Тăрмăш) ăна 18 минут та 31 çеккунтра чупса тухса 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Игорь хăйĕн ăсталăхне çулран çул ÿстерсе пырать, районти, зонăри, республикăри пур ăмăртăва та хутшăнма тăрăшать. Сахал мар чух аслă ÿсĕмри яшсемпе пĕрле чупать. Тăрмăш шкулĕнчи М.Пикишкин та команда пухмачне 2 очко хушма пултарчĕ.
Мартăн 22-мĕшĕнче Канашра В.Воронков парнисемшĕн ку хĕлри юлашки старт пулать. Шел, унта хутшăнма автобус та, укçа-тенкĕ те шантармаççĕ.
В.ИЛЬИН.
Источник: "Ял ĕçченĕ"