АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх каçĕнче (Культура)

17 марта 2009 г.

Пултарулăх каçĕнче (Культура)
Ураскассинчи культура çуртĕнче ялти халăх театрĕн режиссерĕ П.А. Никифоров 50 çул тултарнă ятпа пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Уяв сĕмĕ залранах сисĕнчĕ. Кунта Петр Алексеевича юбилейпе саламланă ăшă сăмахсем, вăл калăпланă спектакльсенчи сăнарсенчен йĕркеленĕ куравсем. Пултаруллă артиста, юратнă вĕрентекене сума суса хисеплеме ял-йыш, таврари ялсенчи театра юратакансем, унăн вĕренекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем, çывăх çыннисем пухăннă.
Чи малтанах район администрацийĕн социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Г.А.Масленников саламларĕ, районăн Хисеп грамотипе Тав çырăвне парса чысларĕ.
–Пысăках мар ялта çакăн пек чаплă халăх театрĕ пурришĕн, вăл пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр ĕçленишĕн савăнмалла сирĕн, ураскассисен. Культура çурчĕ сирĕншĕн иккĕмĕш кил пулса тăни куçкĕретех. Паян та, ак, зал тулли халăх пуçтарăннă чыслава,– терĕ Геннадий Арсентьевич.
Вăл кунти халăх театрĕ районта кăна мар, республикăра та ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри, çакăнта П.Никифоровăн тÿпи пысăккине, унăн ăсталăхĕ нумай енлĕ пулнине палăртрĕ.
Çавăн пекех сумлă юбиляра Тăвай халăх театрĕн артисчĕ В.В.Чайкин, районти “Ял ĕçченĕ” хаçатăн ответлă секретарĕ Р.В.Шумова саламларĕç, вăл общество пурнăçне, пичет ĕçне хастар хутшăнни çинчен те каласа хăварчĕç. “Тăвай ен” ансамблĕн артисчĕсем В. Александрова, Р.Маркова, В.Абржина, Н. Иванова, В.Степанов илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç П.Никифоров ячĕпе тата нумай çул çынсене савăнтарма ырă сунчĕç.
Пултарулăх каçĕн иккĕмĕш пайĕнче П.Никифоров вылянă постановкăсенчи сыпăксене пăхса киленчĕç куракансем. Ялти артистсем, хăй ĕçлекен Эльпуç шкулĕнчи “Эль ен” ансамблĕн юрăçисем юрă-кĕвĕпе, илемлĕ ташăсемпе хавхалантарчĕç.
Р.ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика