АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенчи коллективсен смотрĕ (Культура)

13 марта 2009 г.

Ялсенчи коллективсен смотрĕ (Культура)
Театр коллективĕсен творчество пултарулăхне ÿстерес тĕллевпе райадминистрацин социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕ февраль вĕçĕнче районта смотр-конкурс ирттерчĕ. 4 куста (Тăрмăш, Тенеяль, Тĕмер, Эльпуç ялĕсене) пуçтарăнчĕç районти ялсенчи драма коллективĕсем. Сăмахран, Эльпуçĕнчи культура çуртĕнче Çĕнĕ Пуянкасси, Çĕнçырма, Нÿшкасси артисчĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Пуянкассисем вырăнти авторăн А.Никитина (Сухан) журналистăн “Вĕрентеççĕ арăмсем” пьессине суйласа илнĕ. Куракансем те, жюри членĕсем те пысăк хак пачĕç коллективăн творчество ĕçне.
Тенеялĕнчи драма кружокĕ хăйсен ентешĕн, Йăнтăрчăра çуралса ÿснĕ Н.Сидоровăн “Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть” постановкине кăларчĕ сцена çине. Асăннă кустран Йăнтăрчăран икĕ ушкăн хутшăнчĕ смотра: аслă ÿсĕмрисем “Пурнăç – вăйă мар” спектакль, ачасем “Йытта – кулă, кушака – хуйхă” юмах хатĕрленĕ.
Тĕмер кустĕнчи артистсене те ырăпа асăнмалла. Куракансем те чылайăн пухăннă культура çуртне, алă çупса хавхалантарса тăчĕç. Зал хуçисем Н.Сидоровăн “Паллашрĕç” кулăшне выляса пачĕç. Чутей, Амалăх, Çĕнĕ Ишпуç ялĕнчи драма коллективĕсем те пĕлтерĕшлĕ мероприятие хастар хутшăнчĕç.
Тăрмăшри драма коллективĕ “Кай, кай Ивана” спектакльти сыпăксемпе паллаштарчĕ. Çак кунсенче вара ăна ялти сцена çинче туллин кăтартма май тупрĕ. Енĕш Нăрвашри халăх театрĕ А.Суханăн “Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа” мыскарине кăтартрĕ. А.Михайлов, З.Васильева, В.Ефимов, Г.Иванова, В.Степанова, С.Зобов аван калăпларĕç рольсене. Пьеса авторĕ хăй те пулчĕ уяв каçĕнче, кашни артистах творчество ĕçĕнче ăнăçу сунса хăй çырнă пьесăсен кĕнекине парнелерĕ.
Л.ПАВЛОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика