13 марта 2009 г.
Тĕрмере кашăк-вилка памаççĕ-ши; (Общество, правопорядок)
Никам та шутлама пултарайман вăрă шкул пурлăхне хапсăнма пултарасса. Анчах кăçалхи январĕн 24-мĕшĕнче, вырсарни çĕр, çавнашкал тĕслĕх Эльпуç шкулĕнче пулса иртнĕ. Кунти столовăйран 11 кашăк, 9 вилка, чей кашăкĕ 5, 2 çĕçĕ, 1 килограмм кăлпасси, 2 пачка рис, 1 пачка “Майский чай”, 1 банка кофе, 1 пачка шăратнă çу, 2 буханка шурă çăкăр çухалнă. Вăрă питĕ тĕплĕ çын пулнă пулас, будильник сехетпе салфетка пачкине тата поварăнне 700 тенкĕ укçине те илме манман.
Кам вăрлама пултарас пирки пуçа нумай ватмалла пулман. Çак киревсĕр ĕçе хырăм выççипе аптранă çын кăна тума пултарнă. Эльпуçĕнче вара çавăн пек çын чăннипех пулнă. Ку вăл 2008 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче кăна ирĕке тухнă, пурĕ 3 хутчен судпа айăпланнă, ниçта та ĕçе вырнаçман 42 çулхи Юрий Васильев пулнă. Нумай пулмасть ирĕке тухнă çын валли никам та паранкă та, ытти пахча çимĕçĕ те ÿстерсе хуман ĕнтĕ. Хырăм ăна пĕлет-и, пĕрех выçать.
Çавăнпа та хăйĕн килĕнче шкул столовăйĕнче кашăксемпе вилкăсене, будильникпе çĕçĕсене тата апат-çимĕç юр-варне палласа илекенсем умĕнче вăррăн тунмалли юлман. Вăл айăпне йышăннă, хырăм выççи кукка мар вĕт. Вăрланă пурлăхран укçа кăна пулман, мĕншĕн тесен вăл ăна тăкакласа ĕлкĕрнĕ. Ĕç ăнăçнипе савăннăскер, вăл çав ирхинех Шупашкара тусĕсем патне тухса вĕçтернĕ. Киле тунтикун каçпа кăна таврăннă, çавăнтах милици аллине çакланнă.
Иртнĕ уйăхра район сучĕ Ю.Васильев ĕçне пăхса тухрĕ, çĕрлехи “рейдшăн” унăн 4-мĕш хут инçех мар вырăнсене нар çинче “канма” кайма тиврĕ. Ку хутĕнче 2 çулталăк та 6 уйăха.
Н.ГЕННАДЬЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"