АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн (Правопорядок)

13 марта 2009 г.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн (Правопорядок)
Çул çинчи тимсĕрлĕх инкек-синкек патне илсе пырать. Акă 2008 çулта районти çулсем çинче 17 инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ, 3 çын пурнăçĕ татăлнă, 22-шĕ сусăрланнă. Транспорт хатĕрĕсем çапăнни, çаврăнса ÿкни, çавăн пекех çуран çÿрекенсене çапса хăварни чылай чухне пысăк хуйхăпа вĕçленет. Тишкерсен курăнать ĕнтĕ, автоаварисем ытларах чухне çак сăлтавсемпе пулаççĕ:
–водительсем çул çÿремелли йĕркесене сĕмсĕррĕн пăснипе;
–çуран çÿрекенсем çул паллисене, светофор сигналĕсене пăхăнманнипе, палăртман вырăнтан çул урлă каçма тăнипе;
–руль умĕнчи ÿсĕр водительсен айăпĕпе;
–автомобиль çулĕсемпе чугун çул урлă каçмалли вырăнсем юсавлă пулманнипе.
Çуран çул çÿрекенсем!
Эсир çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни хăвăра тата ытти çынсене инкеке лекесрен сирсе яма май парать. Сывлăха, пурнăçа, пурлăха упраса хăварасси хамăртанах килнине яланах асра тытасчĕ.
Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем!
Çул çинче хăрушлăх сиксе ан тухтăр тесен, транспорт çÿрекен çулсем ялан шанчăклă пулччăр тесе тăрăшар.
Транспорт хатĕрĕсен водителĕсем!
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ сирĕн алăра! Çул-йĕр правилисене, паллисене çирĕп пăхăнса, палăртнă хăвăртлăхпа çÿрĕр, тимлĕхе самантлăха та ан çухатăр. Ун пек чухне инкек-синкек сиртен айккипе иртĕ. Пĕр-пĕринпе тимлĕ те сăпайлă пулăр, пĕр-пĕрне çул парăр.
А.ГЕРАСИМОВ, ГИБДДн районти уйрăмĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика