13 марта 2009 г.
Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем пулĕç (Занятость)
Хальхи çăмăл мар лару-тăрура çынсене ĕçпе тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çакна тĕпе хурса республикăра халăха 2009 çулта ĕçпе тивĕçтерессипе хушма пулăшу парас тĕлĕшпе тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ. Унпа ĕнер районти ертÿçĕсене республикăри ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçе вырнаçтарассипе ĕç вăйĕн миграци пайĕн начальникĕн çумĕ Татьяна Анатольевна Аскарова паллаштарнă. Асăннă тĕллевлĕ программа ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатма, вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем туса хума пулăшĕ. Пирĕн районта, сăмахран, 339 вăхăтлăх ĕç вырăнĕ туса хумалла. Çак программăна пурнăçа кĕртмешкĕн пирĕн районти хăшпĕр организацисемпе учрежденисем тата предприятисем те хутшăнаççĕ. Вĕсен шутĕнче – “Дорстрой” ООО, “Янтиковская” МСО, райсельхозхими, “Акконд-агро фирма” УАО, районти больницăпа вĕрентÿ учрежденийĕсем, райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕ, ял поселенийĕсем. Ĕç вырăнĕсем туса хурса вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме, ĕçленĕшĕн тÿлеме маларах асăннă прогаммăпа килĕшÿллĕн федераллă тата республика бюджечĕсенчен района ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 5,5 млн. тенкĕ ытла укçа куçарса параççĕ.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр вара хальхи вăхăтра та Эльпуç, Чутей, Мучар, Енĕш Нăрваш, Тăвай ялĕсенче чăх-чĕпе кайăк-кĕшĕк грипĕнчен прививка тунă çĕре ветеринарсене пулăшу пама асăннă ялсенчи ĕçсĕр çынсене явăçтарчĕ.
Н.ПАВЛОВА, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пуçлăхĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"