11 марта 2009 г.
Тĕрлĕ енлĕ Пулăшса (Общество, занятость)
Ялта çынсен харпăр хăй кил хуçалăхне аталантарса пыма тăрăшнисĕр пуçне, çынсене май килсенех вăхăтлăх ĕçсене те явăçтарма тимлетпĕр. Акă юлашки вăхăтра Эльпуç ял поселенийĕн территорийĕнчи ялсенче чăх-чĕпе, кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланса тата выльăхсене те чир-чĕр ересрен прививкăсем турĕç. Çак ĕçре ветеринари специалисчĕсене пулăшма поселени территорийĕнчи тăватă ялтан сакăр çын уйăртăмăр. Вĕсем çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе вăхăтра тата йĕркеллĕ туса ирттерме чăннипех тивĕçлĕ пулăшу пачĕç, хастар ĕçлерĕç.
Çынсене хальхи çăмăлах мар пурнăçра ĕçе, производствăна йĕркелес тата ытти енĕпе усăллă канашсемпе пулăшнине те кăтартса хăвармалла. Квалификацие, пĕлĕве ÿстерес е вĕренсе çĕнĕ специальноç илес ыйтусене те хускататпăр. Хамăрăн ял поселенийĕнче ĕçлекен Т.В.Максимова, сăмахран, Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕнче заочно йĕркепе пĕлĕвне ÿстерет, экономиста вĕренет. Тăрăшсан, пурнăçа чылай çĕнĕлле йĕркелеме май килĕ.
И.ИВАНОВА, Эльпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"