АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлари харкашусемсĕр пурăнасчĕ (Правопорядок)

11 марта 2009 г.

Йăлари харкашусемсĕр пурăнасчĕ (Правопорядок)
Оперативлă лару-тăру тăнăçлăхне татса парас тĕллевпе февралĕн 19-27-мĕшĕсенче район территорийĕнче “Йăла пурнăçĕ–2009” тăхăр кунлăх ирттернĕ. Февралĕн 26-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ял поселенийĕнче асăннă операци шучĕпе профилактика кунĕ йĕркеленĕ. Унта район прокурорĕ В.Николаев, шалти ĕçсен пайĕн обществăри хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ В.Федоров, милицин участокри уполномоченнăйĕ А.Петров тата ыттисем хутшăнчĕç. Тĕл пулăва обществăран уйăрмасăр айăпланă, хальхи вăхăтра уголовно–исполнительнăй инспекцире учетра тăракан çынсене тата çемьере право йĕркине пăсма пултаракан граждансене чĕнтернĕ. Вĕсемпе çемьере харкашусăр пурăнас, çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани парас темăсемпе калаçусем ирттернĕ.
Шел пулин те, калаçни усса пымарĕ курăнать. Тепĕр куннех шалти ĕçсен пайне Енĕш Нăрваш ялĕнчен ырă мар хыпар пĕлтерчĕç. Çав ялта пурăнакан Ф. çемьере сиксе тухнă харкашу вăхăтĕнче арăмне тĕрлĕ çĕртен çапса пĕтернĕ, сурансене пула хĕрарăм вилсе кайнă. Оперативлă следстви ушкăнĕ вырăна тухса çак факта çирĕплетрĕ, ун тăрăх РФ УКн 111 статйин 4-мĕш пайĕпе (сывлăха юри йывăр сиен кÿни) уголовнăй ĕç пуçарнă.
“Йăла пурнăçĕ–2009” операци вăхăтĕнче административлă право йĕркине пăснăшăн (Чăваш Республикин Законĕн 16-мĕш статйи) 8 çынна административлă явап тыттарнă. Урăхла каласан, вĕсем сутас тĕллевпе сăмакун юхтарнă тата ăна сутнă. Вĕсенчен иккĕшне РФ УКн 238 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовнăй йĕркепе айăпланă. Операци вăхăтĕнче 80 литр пыллантарни тата 3 сăмакун аппарачĕ илсе тухнă.
Чăваш Республикин Законĕн 19-мĕш статйине пăснăшăн (çемьери харкашу) 16 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă. Вĕсенчен иккĕшне арăмне е еркĕнне хĕненĕшĕн айăпланă. Пĕр материалне миравай суда тăратнă.
Çапла вара йăлари харкашусем ытларах çынсем ĕçкĕпе иртĕхнине пула сиксе тухаççĕ. Вĕсенчен сыхланас тесен килте сăмакун туса сутнине, ĕçкĕ-çикĕпе аташнине сивлесе витĕмлĕрех мерăсем йышăнмалла.
З.ИГНАТЬЕВ, милицин участокри уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика