11 марта 2009 г.
Килех, шанăç кÿрекен Çуркунне! (Общество, культура)
Иртнĕ шăматкун тăвайсем Хĕле чыслăн ăсатрĕç. Район центрĕнче пурăнакансем кăна мар, ялсенчен, хуласенчен килнĕ яш-кĕрĕм, хăнасем районти культура çурчĕ умне пухăнчĕç. Çанталăкĕ те аван тăчĕ, уяв валлиех тейĕн. Ир кÿлĕм кăшт сивви те пурччĕ, йывăçсене кăпăш пас эрешленĕччĕ. Анчах кăштахран куçа шартаракан хĕвел хăйĕн пайăркисене таврана сапаларĕ те çурхи тĕнче вăранчĕ. Кайăксен сассиллĕ тавралăха культура çурчĕ умĕнчи лапамран иртенпех таврана саланакан хаваслă юрă-кĕвĕ уява йыхравларĕ. Уяв лапамне тĕрлĕ тĕслĕ пĕчĕк ялавсемпе, шарсемпе, транспарантсемпе капăрлатнă. Культура çурчĕн художникĕ Иван Григорьевич Куракин юртан Хĕл мучипе Юр пикен кĕлеткисене пысăк ăсталăхпа хăпартса лартнă. Вĕсен умĕнче кам кăна сăн çаптармарĕ-ши. “Тăвай кооперативĕ” потребобществăн палаткисенчи сутуçăсем, уйрăм предпринимательсем çынсене тутлă апат-çимĕç, тĕрлĕ йышши тавар сĕнеççĕ. Пур çĕрте те чĕрĕ калаçу. Ăшаланакан аш шăрши сăмсана кăтăклать.
Уява культурăпа кану центрĕн капăр тумлă артисчĕсем хаваслă та илĕртÿллĕ юрă-такмаксемпе уçрĕç. Район пуçлăхĕ Н.Иванов пурне те хĕле ăсатнин уявĕпе, алăк умне çитнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе ăшшăн саламларĕ, район умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем вара пĕчĕкех те мар. Кăçал çĕр ĕçченĕсен 20 пин тоннăран кая мар тĕш тырă, 28 пин тонна çĕр улми туса илмелле, çĕнĕрен 1405 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле! Выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессине ÿстермелле. Николай Ильич районта пурăнакан пур çынна та сывлăх, телейпе юрату, çемьесене тăнăçлăх сунчĕ. Пухăннисене çавăн пекех район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Алексеев та саламларĕ.
Ун хыççăн уявпа çыхăннă театрализациленĕ представлени пуçланчĕ. Эстафета Хĕлрен Çуркуннене куçрĕ. Вĕсемпе пĕрле вăйă картине камитле тумланнă мыскараçăсем, капăр матрÿшкесем, скоморохсем тухрĕç. Ухмах Йăван тăракан автомашина хыççăн ача-пăча ăшаланă пăрçа ыйтса чупать. Лапампа утлă Виçĕ Пăхаттир иртет. Пурте ырханланса çитнĕ Хĕл Карчăккине çунтарма васкаççĕ.
Пысăк концерт пуçланать. Пĕр пултарулăх коллективĕ хыççăн тепри, уйрăм эстрада юрăçисем, ача-пăча пултарулăх центрĕнче ăсталăха ÿстерекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Шÿтлĕ вăйăсем, хаваслă конкурссем пулчĕç. Кунтах пĕр çаврашкана кире пуканĕ çĕклекенсем пухăнчĕç. Пĕр пăтлă пукана йăтассипе нумай енлĕ спортсмен Э.Буинцев çĕнтерчĕ. Культура çурчĕн фойинче шашкăпа шахмат ăмăртăвĕсем пычĕç. Шашкăлла выляссипе иртнĕ çул спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă А.Косарев, шахматла выляссипе И.Соловьев çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Спорткомплекс залĕнче Тăрмăш, Тушкил, Тăвай, Енĕш Нăрваш çамрăкĕсем тата çамрăксен канашĕн волейболисчĕсем хушшинче çивĕч тупăшу пычĕ. Тушкил волейболисчĕсем 1-мĕш, тăрмăшсем 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Мала тухакансене пур конкурспа ăмăртура та парнесем парса хавхалантарнă.
–Хĕле ăсатнин уявĕ Тăвайра нихçанхинчен те çÿллĕрех шайра иртрĕ. Содержанийĕпе те, тумĕ-юмĕпе те, суту-илÿ енĕпе те, хутшăнакансен йышĕпе те, – çапла пĕтĕмлетрĕ ăна ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, халĕ тивĕçлĕ канури О.Ф.Шишова.
Унăн сăмахĕсемпе уява хутшăннисенчен нумайăшĕ килĕшеççĕ пулĕ тетпĕр.
Пирĕн вара “Чипер кай, ырă Хĕл! Килех, шанăç кÿрекен Çуркунне!” темелли кăна юлать.
И.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"