06 марта 2009 г.
Енĕш Нăрвашри вулакансем патĕнче (Общество, культура, печать)
Иртет вăхăт, пирĕн района йĕркеленĕренпе 74 çул çитрĕ. Çак тапхăр хушшинче мĕнле кăна улшăнусем пулман пулĕ; Йывăрлăхсене хыçала хăварса, лайăх пулăмсене алă парса малаллах кайнă Тăвай ен. Хăйĕн паллă юбилейне вара экономикăпа социаллă пурнăçа çирĕплетсе, граждансен пурнăç шайне лайăхлатсах пынипе кĕтсе илме хатĕрленет район.
“Ял ĕçченĕ” хаçат та Тăвай енпе пĕр çулта кун çути курнă. Вырăнти пичет кăларăмĕн историллĕ кун-çулĕ питĕ интереслĕ. Хăйĕн пысăк уявĕ çывхарнă май вăл ялта пурăнакансем хушшинче ытларах пулма, çĕр ĕçлекенсемпе, çамрăксемпе, шкулсенче вĕренекенсемпе калаçусем йĕркелеме ĕмĕтленет. Çапла майпа хăйĕн сăн-сăпатне илемлетме, содержанине татах пуянлатма тĕллев тытнă “Ял ĕçченĕ”. Иртнĕ шăматкун унăн корреспонденчĕ Енĕш Нăрвашри вулакансемпе тĕл пулнă, хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, ялта пурăнакансен сĕнĕвĕсене шута илнĕ, ыйтусем çине хуравланă.
Каçхине çичĕ сехет çитетчĕ пулин те, ял хушшипе çынсем утатчĕç-ха. Барпа магазинсенче пултăмăр малтан, район хаçатне çырăннипе, унта мĕн кăмăла кайнипе е килĕшменнипе кăсăклантăмăр, малашне “Ял ĕçченне” мĕнле курма ĕмĕтленнине ыйтса пĕлтĕмĕр. Пĕрисем вырăнти пичет изданине почтальон илсе килсе парасса питĕ кĕтеççĕ иккен, алла илсенех йĕрке сиктермесĕр вуласа тухаççĕ, хаçат чылай усăллă информаци илме пулăшнине, унăн страницисем сăн ÿкерчĕксемпе илемлĕрех курăннине палăртаççĕ, çĕр ĕçлекенсен маттурлăхĕ пирки ытларах çырма, текстсен шрифчĕсене пысăкрах тума ыйтаççĕ, критикăлла материалсем пичетленменни пирки асăнаççĕ. Теприсем “Ял ĕçченне” пачах çырăнманнине пĕлме тÿр килчĕ. Чи çывăх, хакĕ тивĕçтерекен, кĕçех 75 çул тултаракан хаçат тавракурăма анлăлатма, ăса çивĕчлетме май панине, вуламасăр пурăнсан ыттисем хушшинче шурă кайăк пек курăнма пултарассине ăнлантарма тиврĕ хаçат çырăнманнисене. Пуçра капланнă шухăшсене ыттисене пĕлтерме, кăсăклантаракан ыйтусене ăслăрах çынсемпе сÿтсе явма май пур “Ял ĕçченĕ” номерĕсем урлă. Республикăри хаçатсем хăвăртах пичетлеймесен те пултараççĕ чылай çырăва.
Ялти культура çуртĕнче халăх чылай пухăннăччĕ. Вĕсем хушшинче “Красная Чувашия” ЯХПК ĕçченĕсем (трактористсем, дояркăсемпе сысна пăхакансем, уй-хирте тăрăшакансем) пур. Тивĕçлĕ канурисемпе шкулта вĕренекенсем те кăмăл тунă ял-йышпа пĕрле пулма.
Икĕ хутлă çуртра сăрă шăрши пĕтмен-ха. Чăваш Президенчĕ Н.Федоровăн “Ялсенчи культура учрежденийĕсене çĕнетесси çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ иккен. Зала сăрласа илемлетнĕ, газпа хутса ăшăтаççĕ. “Çĕр ĕçченĕ ывăннă хыççăн культура çуртне килсе кантăр, кăмăлне çĕклетĕр тесе тимлетпĕр”, – тет культура çурчĕн директорĕ Е.Кузнецова. Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Кузьмина та кунта. “Пирĕн ялта 1407 çын пурăнать, 656 кил хуçалăх шутланать, 502-шĕнче пурăнаççĕ. Кушкăра вара 93 кил-хуçалăхран 68-ĕшĕнче мăрьерен тĕтĕм тухма чарăнман. Ял çыннин пурнăç условийĕсем аванлансах пыраççĕ. Çуртсенче сенкер çулăм ăшши хуçаланать халь, асфальтлă çулпа çыхăнтарнă яла, пахалăхлă шывпа тивĕçтерессипе те ĕçлетпĕр. Культурăпа кану центрĕ, тĕслĕх библиотеки, врач офисĕ, потребобществăпа уйрăм çынсен магазинĕсем тивĕçтереççĕ,” – хăйсен кулленхи пурнăçĕпе хаçатçăсене кĕскен паллаштарчĕ Роза Викторовна.
Хаçат журналисчĕ А.Никитина сцена çине тухса пухăннисене сывлăх сунчĕ, тĕл пулăва чĕннишĕн тав турĕ. Районти пичет кăларăмĕн историйĕ, унăн хальхи ĕçĕ-хĕлĕ, тĕллевĕ пирки каласа кăтартрĕ. Енĕшнăрвашсем хушшинче “Ял ĕçченне” тата ытларах çемьене çитерме кирлине, çĕнĕ технологипе усă курса кăларакан хаçат кашни çынна савăнăç кăна кÿме пултарассине асăнчĕ, çыракансен йышне ÿстерессипе пĕрле ĕçлеме сĕнчĕ. В.Петров, А.Ефимов тата ытти обществăлла корреспондентсене ырăпа палăртрĕ хаçатçă.
Унтан А.Суханăн “Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа” ятлă пĕр пайлă, виçĕ курăнуллă мыскарине кăтартрĕ Енĕш Нăрвашри халăх театрĕ. Çĕр ĕçлекенĕн çулталăкĕнче шăпах ялта вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисем пурнăçне мĕнле ирттернине сăнлакан пьеса суйласа илнĕ артистсем.
Нумай çул колхоз ертÿçисенче тăрăшнă Йăкăнатпа (В. Ефимов) Хĕритун (А.Михайлов) пиччесем тĕл пулаççĕ. Çамрăк чухне уй-хирте еплерех çитĕнÿсем туни пирки хавхаланса калаçаççĕ вĕсем, паянхи ĕçченсене мухтама та манмаççĕ. Зинăпа (З.Васильева), Ульяна (В.Степанова) аппасем те ялта ĕçлесе ватăлнă. “Ялти пурнăçа ылтăнпа та улăштарассăм çук”, – теççĕ кинемейсем. Ывăнма пĕлмесĕр ĕçлесен ялта та хуларинчен кая мар пулнине палăртаççĕ. Çамрăк ăру, Юрикпе (С.Зобов) Кирюша (Г.Иванова) ахальтен мар çуралнă вырăнтах йăва çавăрнă, унтах ĕçлесе пурăнаççĕ. З.Васильевапа В.Степанова тата В. Ефимов рольсене аван вылярĕç. Чылайччен алă çупса тав турĕç ялти халăх театрĕн артисчĕсене енĕшнăрвашсем.
В.ВАСИЛЬЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"