06 марта 2009 г.
Республикăра палăрнă (Спорт)
Иртнĕ уйăхра Çĕнĕ Шупашкар хулинче хăвăрт утакансен республикăри ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пулчĕ. Тăвай районĕн чысне унта Йăнтăрчăри вăтам шкулта вĕренекенсем хÿтĕлерĕç. 1994-1995 çулсенче çуралнă хĕрачасен ушкăнĕнче çак шкулти Марина Германова 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, çитĕннисен I спорт разрячĕн нормативне пурнăçларĕ. Юлашки çулсенче районта вĕренекенсем хушшинче çăмăл атлетикăра çавăн пек пысăк результат кăтартни пулман.
Ăмăртусене йĕркелекенсем пысăк малашлăх шантаракан хĕр ачана (Марина 14 çулта кăна) икĕ эрнене Шупашкарти олимп резервĕсен училищине тренировкăсене хăварнă. Чăваш спортсменĕсем Раççейри ăмăртусене хатĕрленеççĕ (Маринăна Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Раççейри ăмăртусене хутшăнма тÿр килнĕ).
Йăнтăрчă шкулĕнче çамрăк спортсменкăна Н.Степанов вĕрентекен хатĕрлет.
В.КУЗНЕЦОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"