АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ответлăха туйса ĕçлеççĕ (Торговля)

06 марта 2009 г.

Ответлăха туйса ĕçлеççĕ (Торговля)
Çулталăк кăтартăвĕсем “Тăвайри кооператив” потребобщество ĕçченĕсене самаях савăнтарчĕç. Районти кооператорсем тупăшлă вĕçлерĕç 2008 çула. Унтанпа вара кăçалхи 2 уйăх хыçа юлчĕ те. Самантпа усă курса потребобщество администрацийĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе тивĕçлĕ канăва тухнисене, системăра халь ĕçлекенсене, тавар туянакансене ăшшăн саламлать, ăнăçусем сунать. “Тавар туянакансем кооператорсемпе ытларах çыхăну тытма пуçларĕç, тĕрлĕ япаласем илсе килме тăтăшах заявкăсем тăратаççĕ. Малтан пирĕн системăра тăрăшнисем те каялла таврăнаççĕ. Çакă пире хавхалантарать, савăнтарать. Шанаççĕ пулсан, тата лайăхрах ĕçлемелле пирĕн”, – тет “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров.
Аталану çул-йĕрĕн никĕсĕ çирĕпленсех пытăр тесен, суту-илĕве пĕлсе йĕркелемелле. Çавăнпа Вячеслав Николаевич ертсе пыракан комисси ялсенчи общество магазинĕсен работникĕсем хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланипе вырăна тухса тăтăшах кăсăкланать, кирлĕ пулсан асăрхаттарса хăварать, сĕнÿсем парать. Пирĕн корреспондент вара çак кунсенче Енĕш Нăрвашри ял тăрăхĕнчи суту-илÿ çурчĕсенче пулнă, сентре умĕнчисем ответлăха туйса ĕçленине палăртнă.
 
Халичченхи пек ирхине мар, таврана каç хăйĕн чаршавне карсан çитрĕмĕр ялти закусочнăйне. Комаров ячĕллĕ урамра вырнаçнă вăл. Каçхине 17 сехетрен пуçласа ирхине çын çÿреме чарăничченех ĕçлеççĕ иккен кунта. Эпир закусочнăйне кĕнĕ чухне 19 сехетчĕ ĕнтĕ, залри сĕтел хушшинче 3–4 арçын калаçса ларатчĕ. Йĕркене пĕлекенскерсем пулчĕç иккен, пирус туртмастчĕç, сăра кăна ĕçетчĕç. Йĕри-таврара тирпейлĕх хуçаланни сисĕнчĕ, сентре çинчи таварсене илемлĕ вырнаçтарнă, хакĕсене те курăнмалла çырнă. Рада Николаевна Иванова заведующи ĕçлет паян. «Килессине пĕлтермеллеччĕ малтан, татах тасататтăмăр закусочнăйне. Халь аван та мар сирĕн умра. Мĕн çăмăлпа каçхине çÿретĕр;» – хыпаланса ÿкрĕ хĕрарăм хаçатçăсене курсан. “Сире çулталăкри плана ăнăçлă тултарнă ятпа саламлама килтĕмĕр. Ан пăшăрханăр, тирпейлĕ-çке, лăпкă, йĕркене пăсакан çук”, – лăплантарма васкарăмăр сутуçăна. Светлана Петровна Ивановапа пĕрле ĕçлеççĕ. Хăйсен уйăхри тĕллевĕсене вăхăтра пурнăçлассишĕн тимлеççĕ. Енĕш Нăрвашра пурăнакансем кăна мар, тăрмăшсемпе тăвайсем те пулаççĕ иккен закусочнăйра, лайăх тивĕçтернĕшĕн тав туса тухса каяççĕ кайран.
Пĕр çуртрах, юнашар, куллен кирлĕ таварсен сутуçисем те ĕçлеççĕ. Н.Чернова ертсе пыракан коллектив тахçантанпах малта пырать. Надежда Петровна сентре умне тăнăранпа 30 çул çитет кăçал. Эпир пынă чухне канатчĕ вăл. Галина Петровна Трофимова сутуçă çамрăк тавар туянакана канфет виçсе паратчĕ. Ăшшăн кĕтсе илчĕ вăл пире, хăйсен ĕçĕ пирки каласа кăтартрĕ. Ирхине саккăртан пуçласа каçхине 20 сехетченех кĕтет çынсене ку магазин. Суту-илÿ тăвассипе те, сĕт пухассипе те плансене тултарассишĕн тимлеççĕ. А.Иванова – кил хуçалăхри продукцие чи нумай параканнисенчен пĕри. Пĕр литр сĕте 6 тенкĕпе пухаççĕ кооператорсем. Калаçма та пулин кĕрсе тухаççĕ тепĕр чухне çынсем. Сутуçăсем вĕсен савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлама тăрăшаççĕ, ăшшăн сăмахлаççĕ туянакансемпе, лăплантараççĕ кирлĕ пулсан. “Кăштах сивĕрех ĕнтĕ пирĕн кунта. Е.Чернов кочегар çĕр кăмрăкĕпе хутать. Çитес сезонра газпа ăшăнма пуçласса шанатпăр-ха. Ун чухне килсе курăр вара”, – тесе ăсатрĕ пире Г.Трофимова.
“Тăвайри кооператив” потребобществăн виççĕмĕш суту-илÿ çурчĕ те пур Енĕш Нăрвашра. Культура çуртĕнчен аякрах мар вăл, унта та кĕрсе куртăмăр. Светлана Васильевна Иванова сутуçă пĕр хĕрарăма шурă çăкăр сĕнетчĕ. “Паян кăна илсе килнĕ, çемçе, нумаях юлмарĕ ав, хамăрăн ку”, – тесе мухтать сутуçă кооператорсем кăларнă продукцие. Кăмăлласах туянчĕ хĕрарăм, унăн пит-куçĕнче савăнăç палăрчĕ.
–Çăмăл мар çав конкуренцие çĕнтерсе ĕçлеме. Тĕрлĕ майсем шыратпăр ытларах тавар сутассишĕн. Пурĕ 10 магазин та пур пуль пирĕн ялта. Потребобществăн шанчăклăрах тесе килеççĕ пирĕн пата çынсем, туянмасăр тухса каякансем çукпа пĕрех, – калаçăвне малалла тăсрĕ С.Иванова.
Людмила Васильевна Васильева заведующи йĕркелесе пырать кунта суту-илĕве. В. Афанасьев кочегар тăрăшать çурта ăшă парса тăрас енĕпе. Шел пулин те, сулхăнрахчĕ магазинра. Çанталăк сивех мар чухне çĕр кăмрăкне перекетлеççĕ ĕнтĕ.
Кооператорсен сутуçисем каçхине те хăйсене шанса панă ĕçсене аван пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Пурте харпăр хăй ĕç вырăнĕнче пулни савăнтарчĕ.
Енĕш Нăрваш ял тăрăхне Кушкă та кĕрет, унта потребобществăн магазин çук, малтан пулнă, йывăр вăхăтра уйрăм çын туяннă.
А.АЛЕКСАНДРОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика