06 марта 2009 г.
Министр канашлу ирттернĕ (Сельское хозяйство)
Мартăн 4-мĕшĕнче пирĕн района ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев килсе кайрĕ. Вăл ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен "фермер" хуçалăхĕсен, кооперативсен ертÿçисемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Н.Иванов, “Акконд” АУОн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, патшалăх ветеринари службин специалисчĕсем, Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕн филиалĕсен представителĕсем хутшăннă.
Канашлăва Н.Иванов ертсе пынă. Вăл кĕскен ял хуçалăх çулĕн итогĕсемпе паллаштарнă, район умĕнче çивĕч тăракан ыйтусене палăртса хăварнă. Экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке тухса каланинчен çакă курăнать: 2009 çулхи ака ĕçĕсене 10864 га çинче пурнăçламалла (иртнĕ çулхинчен 16 проц. нумайрах). Тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсем пĕтĕмпе 12159 га йышăнĕç. Пусă çаврăнăшне çĕнĕрен тепĕр 1405 гектар кĕртесшĕн. Пулас тухăç никĕсне хывас шутпа 259 тн элита вăрлăх туяннă, тепĕр 80 тн. туянасшăн. Акмалли пĕтĕм тĕштырă вăрлăхне тĕрĕсленĕ, унăн 63 проценчĕ кондицие тивĕçтерет. “Луч”, “Дружба”, “Буяновский” ЯХПКсем, “Можарский” ООО вăрлăх хатĕрлессипе юлса пыраççĕ. Хуçалăхсем 823 тонна минераллă удобрени, 280 тн дизель топливи (65,1 проц.) хатĕрленĕ. 148 трактора юсаса хатĕррисен ретне лартнă (87 проц.). Икĕ фермер хуçалăхĕ тракторсемпе комбайн туянма кредит докуменчĕсем хатĕрлет.
Тĕл пулура çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас, строительство, обществăлла инфратытăм, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене хускатнă.
Канашлу хыççăн министр “Акконд–агро фирма” АУОн ĕне ферминче пулнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"