03 марта 2009 г.
“Пирĕн ятсем” (Культура)
Тăвайри музыка шкулĕнче çакăн пек ятпа çамрăк музыкантсен конкурсне ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал пултарулăх тĕрĕслевне 30 ача хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне Бетховен, Моцарт, Шопен, Григ тата ытти композиторсен произведенийĕсене тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе выляса паллаштарчĕç. Конкурс ачасемшĕн те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ. Тупăшăва музыка шкулĕнчи пур преподаватель те хăйсен вĕренекенĕсене тăратнă. Ашшĕсемпе амăшĕсем ачисен пултарулăхне сăнаса тăчĕç.
Чи маттуррисене жюри палăртрĕ. Вĕсем хушшинче – Кристина Филипповапа Надя Иванова (преподавателĕ О.Уткина), Мария Кириллова (О.Андреева), Кирилл Новиков, Анна Игнатьева, Юлия Черновапа Лида Петрован фортепиано дуэчĕ (С.Глухова).
Конкурсăн техĕмĕ вара аслă класра вĕренекен Елена Андреевапа Виктория Григорьеван программи пулчĕ. Хĕрсем синтезаторпа джаз миниатюрисене выляни пурин кăмăлне те кайрĕ.
Конкурса хутшăннисене грамотăсем, тав хучĕсем, пылак çимĕçсем парса хавхалантарчĕç.
С.ГЛУХОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"