03 марта 2009 г.
Обществăри тăнăçлăхшăн (Правопорядок)
Республикăра йĕрке хуралĕн ĕçне вăйлатас, преступленисен шутне чакарас тĕллевпе йышăннă чылай программа ĕçлет. Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн ЧР Президенчĕ Шупашкарта Хĕрлĕ лапамра йĕрке хуралĕнче вăй хуракансемпе тĕл пулнă. Николай Федоров ЧР Шалти ĕçсен министерствине 60 ВАЗ-2105 автомашина уççине панă. Вăл иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе тата федераци ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура милици участковăйĕсем профилактика енĕпе тĕп вăй пулнине, вĕсене хушма пулăшу памаллине палăртнăччĕ.
Çав шутран Тăвайри шалти ĕçсен пайĕн участковăйне те пĕр çăмăл машина тивĕçнĕ. Çакăн çинчен Шупашкара машина “хăвалама” пынă Дмитрий Васильевич Белов каласа пачĕ. Вăл – манăн кукка, милици капитанĕ. Чутей ялĕнче пурăнать. Хăйĕн кун-çулне право хуралĕпе çыхăнтарнăранпа вун пилĕк çул çитрĕ, вĕсенчен вуннăшне – участковăйĕнче. Мучар, Вăтаяль, Киччĕ, Кармал, Тĕмер ялĕсенче право йĕркине пăсассине асăрхаттарас, профилактика ĕçне лайăхлатас ыйтусемпе чылай ĕçленине пĕлтĕм.
Дмитрий Васильевичпа пĕрле тыл енĕпе тивĕçтерес ĕçсенче вăй хуракан Михаил Николаев сотрудник та пынăччĕ. Вăл шалти ĕçсен пайĕнче 1994 çултанпа тăрăшать. Иккĕшĕ те ĕçре хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Эпĕ Д.Белова çĕнĕ машинăпа Тăвайне çула тухас умĕн ÿкерсе илтĕм. Çав сăн ÿкерчĕке сирĕн хаçата ярса паратăп.
Эпĕ вара куккашăн чунтан хĕпĕртерĕм, ăна малашне те çăмăл мар ĕçĕнче çитĕнÿсем, çемьере юратупа тăнăçлăх сунатăп.
Снежана ВЛАСОВА, Шупашкар – Чутей.
Источник: "Ял ĕçченĕ"