13 января 2009 г.
Ача нумайрах çуралнă (Общество)
Пирĕн районта пĕлтĕр пурĕ 192 ача çутă тĕнчене килнĕ. 2007 çулхипе танлаштарсан, ку кăтарту пысăкланнă. Ытларах Артем, Максим, Дмитрий, Анастасия, Виктория, Карина ятсем панă пепкесене. Тăвай, Тĕмер, Тăрмăш ял поселенийĕсенче пурăнакансем патне аист нумайрах вĕçнĕ.
Високослă çул пулнă пирки каччăсемпе хĕрсем çемье çавăрма васкамарĕç 2008 çулта. 99 мăшăр кăна хушăннă пирĕн йыша. Çемьесем арканасси маларахри çулхипе перешкелех (36).
Шел, пурнăçра хурлăхлă пулăм та пур. 303 çын пирĕнтен уйрăлса кайнă пĕлтĕр. Арçынсем ытларах вилеççĕ, çавăнпа вĕсен сывлăхĕсĕне упрама тăрăшмалла.
З.ГАВРИЛОВА, ЗАГС ертÿçи.
Источник: "Ял ĕçченĕ"