АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлев прависене хÿтĕлесе (Правопорядок)

13 января 2009 г.

Ĕçлев прависене хÿтĕлесе (Правопорядок)
Тĕнче экономикине кризис ярса илнĕ вăхăтра çынсен ĕçлев прависене сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсем пулма пултараççĕ. Çынсем законсене лайăх пĕлменнипе усă курса, ĕç паракансем, хăйсен предприятийĕсем пысăк тăкак ан тÿсчĕр тесе, работниксене сăлтавсăрах ĕçрен кăларса яма пултараççĕ. Çавăнпа та район прокуратури граждансене ĕç законодательствин тĕп саманчĕсем çинчен аса илтерет.
РФ Ĕçлев кодексĕн 81-мĕш статйинче ĕç паракан работнике хăçан ĕçрен хăтарма пултарассине тĕплĕн çырса кăтартнă. Ку вăл организаци саланни, штата кĕскетни, работник сывлăха пула (медицина заключенийĕ кирлĕ) е пултарулăхĕпе ĕç вырăнне тивĕçтерейменни (аттестаци результачĕпе çирĕплетмелле), работник сăлтавсăрах темиçе хутчен хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламанни, руководитель, унăн çумĕсем хăйсен ĕçри тивĕçĕсене пурнăçлассине пĕр хутчен мар сĕмсĕррĕн пăсни, моральпе килĕшсе тăман киревсĕр ĕç туни тата ытти те.
Çакна та асра тытмалла. Штат чакарнипе е работник хăйĕн ĕçри тивĕçне пурнăçлама пултарайманнипе ăна ĕçрен хăтариччен урăх ĕç сĕнсе пăхмалла.
Ĕçлев кодексĕпе килĕшÿллĕн ĕç параканăн работниксемпе тунă килĕшĕве пăрахăçлама пултарасси пирки çак утăма тăвиччен икĕ, массăллăн ĕçрен хăтарас пулсан виçĕ уйăх маларах коллективри профсоюз комитетне çырса пĕлтерни тăратмалла. Профсоюз членĕсене ĕçрен хăтарнă чух профком шухăшне шута илмелле. Çынна отпускра чухне е ĕçлеме пултарайман вăхăтра ĕçрен хăтарма юрамасть.
Работник заявлени çырса панă пулсан, ĕç параканăн ăна 3 кунран кая юлмасăр ĕçпе çыхăннă документсен копийĕсене (приказпа хăçан ĕçе илни, ытти ĕçе куçарни, хăçан ĕçрен хăтарни, ĕç кĕнекинчен çырса илни, ĕç укçи çинчен справка т.ыт.те) тÿлевсĕр туса памалла. Ĕç кĕнекипе тата документсен копийĕсемпе заявленире кăтартнă юлашки ĕç кунĕнчен юлмасăр тивĕçтермелле. Енчен те тĕрлĕ сăлтавсене пула документсене тавăрса пама май килмерĕ пулсан, ĕç паракан работнике ĕç кĕнекине хăçан пырса илмеллине пĕлтерет е почтăпа ярса пама ирĕк ыйтать.
Хăвăр правасемпе усă курас ĕçре иккĕленÿлĕх туятăр пулсан, прокуратурăран е ытти тивĕçлĕ органсенчен пулăшу ыйтма пултаратăр.
Е.МАКСИМОВ, район прокурорĕн помощникĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика