АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçан тÿлени – ватăсемпе инвалидсемшĕн усăллăрах (Социальная сфера)

20 февраля 2009 г.

Укçан тÿлени – ватăсемпе инвалидсемшĕн усăллăрах (Социальная сфера)
“Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнисем, вăрçă инваличĕсемпе салтак арăмĕсем, инвалидсемпе инвалид ача пур çемьесем, тыл ĕçченĕсем кăçал газпа тата электроэнергипе çăмăллăхсемпе усă курнă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вара правительство çав çăмăллăхсене укçа çине куçарса тÿлеме тытăнчĕ. Çăмăллăхсемпе усă курнă хăш-пĕр çынсем хушшинче çакă ăнланманлăх, иккĕленÿлĕх çуратать. Çавăнпа та эпир çак ыйтусене тепĕр хут хаçатра çĕклес терĕмĕр (унччен район хаçачĕн кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчи номерĕнче “Çăмăллăхсем вырăнне – укçа” статья пичетленнĕччĕ). Ватăсемпе инвалидсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравлама район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Л.Аввакумована ыйтрăмăр.
Людмила Петровна, иртнĕ уйăхран инвалидсемпе ватăсене газпа, электроэнергипе усă куракан çăмăллăхсемшĕн укçан тÿлеме тытăнчĕç. Çав çăмăллăхсемшĕн укçа тÿлевĕ илес тесен, социаллă хÿтлĕх пайне çĕнĕрен мĕнле документсем тăратмалла;
–“Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнисенчен, тыл ĕçченĕсенчен нимĕнле документ та кирлĕ мар. Ĕç ветеранне иртнĕ çул 335 тенкĕ хушса тÿленĕ пулсан, кăçалтан 710 тенкĕ тÿлеме тытăнаççĕ. Тыл ĕçченне пĕлтĕр уйăха 610 тенкĕ хушса тÿленĕ пулсан, январьтен 700 тенкĕ илме пуçларĕç.
Укçа тÿлевĕсене халиччен ăçтан илсе тăнă (почта урлă е Перекет банкĕнчен), малашне те çавăнтанах параççĕ.
Асăннă категорири граждансемсĕр пуçне тата камсем çăмăллăхсемшĕн укçа-тенкĕ илсе тăраççĕ тата мĕнле виçепе;
–Ку вăл вăрçă инваличĕсемпе салтак арăмĕсем, ытти инвалидсемпе инвалид ача пур çемьесем. Тĕрлĕ категорири граждансен укçа тÿлевĕсем тĕрлĕрен. Сăмахран, вăрçă инвалидне çăмăллăхсемшĕн уйăхсерен 605 тенкĕ тÿлеме пăхнă пулсан, инвалид ача пур çемьене – 905 тенкĕ. Салтак арăмĕсемпе ытти инвалидсене – 300-шер тенкĕ.
Афганистанра тата Чечняра çапăçусене хутшăннисенчен коммуналлă хваттерсенче пурăнакансен те укçа тÿлевĕ пур. Вĕсен службăра тăнине çирĕплетекен документсен копийĕсене тăратмалла. Вĕсене уйăхсерен 175 тенкĕ тÿлеççĕ.
Социаллă хÿтлĕх пайĕ инвалидсенчен тата федераллă çăмăллăхсемпе усă куракан ытти категорири граждансенчен тивĕçлĕ документсем пуçтарма тытăннă. Инвалидсен тата инвалид ачасен социаллă хÿтлĕх пайне медицина экспертизин комиссийĕ панă справка копине, вăрçă инваличĕсемпе салтак арăмĕсен хăйсен ятарлă удостоверенийĕсен копийĕсене тăратмалла.
Енчен те инвалидăн “Ĕç ветеранĕ” удостоверени те пур. Унпа килĕшÿллĕн электроэнергипе тата газпа усă курнăшăн паракан тÿлев сумми пысăкрах (710 тенкĕ). Инвалида паракан тÿлев вара – 300 тенкĕ кăна. Инвалидăн пысăкрах суммăна илни пайталлăрах пек...
–Çук, апла мар. Инвалида пенсипе пĕрле ытти тÿлевсем хушса панине манмалла мар. Калăпăр, III ушкăнри инвалидăн социаллă пакет пур (çул çÿреме, шăл юсама, санаторисенче сывлăха сиплеме, тÿлевсĕр эмел илме). Хальхи вăхăтра вăл 573 тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне III ушкăнри инвалида уйăхсерен 1173 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Вĕсен çумне газпа электроэнергишĕн тепĕр 300 тенкĕ хушăнать. Паллах, инвалид 710 тенкĕ илес тесе ĕç ветеранĕсен категорине куçсан, нумай çухатать. Вĕт ĕç ветеранĕн пенсийĕ çумне 710 тенкĕ кăна хушăнать, унăн социаллă пакет та, инвалида уйăхсерен паракан тÿлев те (ЕДВ), çук. Çавăнпа та инвалидсене урăх категорие куçма сĕнместпĕр, вĕсемшĕн инвалидноçшăн илекен тÿлевсем усăллăрах.
Тавтапуç калаçушăн.
Калаçăва И.СОЛОВЬЕВ çырса илнĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика