20 февраля 2009 г.
Калаçу ирттерсе асăрхаттарнă (Общество,правопорядок)
Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Тĕмер ял поселенийĕнче судпа условно айăпланнă, надзор йĕркине пурнăçа кĕртекен районти инспекцире учетра тăракан, общество сивлекен пурнăç йĕркипе, çемьере, йăлара харкашса пурăнакан çынсемпе профилактика тĕллевĕпе калаçу ирттернĕ. Тĕл пулăва район прокурорĕ В.Николаев, Тĕмер ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Иванов, милицин участокри уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Игнатьев, криминаллă милици пуçлăхĕ Б.Борисов хутшăнчĕç, вĕсене право йĕркине пăсассинчен асăрханма ыйтрĕç. Комисси ларăвĕнче çавăн пекех çемьепе, йăла условийĕсемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Комиссие унччен судпа айăпланнă 8 çынна, ачисене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшман, ĕçкĕпе иртĕхекен, харкашса пурăнакан çемьесенчен ашшĕ-амăшне чĕнтернĕ.
В.НИКОЛАЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"