АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырри çул уçсах пырать (Экономика)

20 февраля 2009 г.

Ырри çул уçсах пырать (Экономика)
Патшалăх çынсен харпăр хăй хушма хуçалăхĕсене аталанма пулăшассине кризислă лару-тăру вăхăтĕнче те хăйĕн пĕлтерĕшлĕ задачисенчен пĕри тесе шутлать. Ку тĕлĕшпе вĕсене иртнĕ çулсенчи пекех çăмăллăхлă кредит илме май парать.
“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа пирĕн районта пурĕ 1379 çын 167 млн. та 763 пин тенкĕлĕх ЛПХ кредичĕ илнĕ, çак шутран 2006 çулта – 444 çын 49 млн. та 480 пин, 2007 çулта – 528 çын 63 млн. та 379 пин, 2008 çулта – 397 çын 54 млн. та 020 пин тенкĕлĕх. Харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантармалли çăмăллăхлă кредитсемпе районта Раççей Перекет банкĕн Тăвайри хушма офисĕпе “Россельхозбанкăн” вырăнти филиалĕ тивĕçтереççĕ. 2008 çул вĕçĕнчен тытăнса “Янтиково – согласие” ял хуçалăх кредит кооперативĕ те харпăр хăй хушма хуçалăхĕсене ЛПХ кредичĕпе тивĕçтерме пуçларĕ. Çынсем çăмăллăхлă кредит илсе килти хушма хуçалăх секторне вăйлатас тĕллевпе асăннă учрежденисене халĕ те куллен кĕрсе çÿреççĕ, тивĕçлĕ документсем хатĕрлеççĕ. Кредит илме тупăш çитеймен чухне килти хуçалăхра туса илсе сутнă продукцирен пырса кĕрекен укçа-тенкĕне те шута илеççĕ. Хресченшĕн çакă та пысăк çăмăллăх.
Наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа ЛПХ кредитне Тăвай, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă ял поселенийĕсен территорийĕсенче пурăнакансем уйрăмах нумай илсе усă курнă. Çăмăллăхлă кредита выльăх-чĕрлĕх витисем тума е юсаса çĕнетме, ăратлă выльăх, паха вăрлăх, удобрени, техника тата ыттине туянма усă кураççĕ. Пыл хурчĕсемпе вĕллесем туянакансем те пур.
Çапла вара ЛПХ кредичĕ çынсен пурнăçне çăмăллăх кÿрет, палăртнисене пурнăçа кĕртме май парать. Кашни ялтах наци проекчĕн пулăшăвĕпе усă курнă çемьесен хисепĕ ÿссе пырать. Кăçал та, сăмахран, 10 çемье ЛПХ кредичĕпе усă курма ĕлкĕрнĕ. Ăна илме халĕ документсем хатĕрлекенсем те темиçен. Ырри çул уçсах пырать авă.
И.ВОРОНЦОВА, ЧР ял хуçалăх министерствин районти аслă специалисчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика