20 февраля 2009 г.
Çамрăк çемьесене пулăшса (Строительство)
Тĕмер ял поселенийĕнче иртнĕ çул «Пурăнмалли çурт-йĕр» программăна пурнăçласа 6 çамрăк çемьене пулăшу панă. Вĕсенчен пĕрне – Тĕмерти Романовсен çемйине федераллă тата вырăнти бюджетсенчен чи пысăк субсиди уйăрнă. Палăртма кăмăллă, çемье çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă та ĕнтĕ. Çак пулăшăва вĕсем çамрăк çемьесем валли туса хатĕрленĕ федераллă программăн “Ял хуçалăх специалисчĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси” подпрограммăпа килĕшÿллĕн тивĕçнĕ. Кил пуçĕ Юрий Юрьевич “Хумышев” хресчен-фермер хуçалăхĕнче, мăшăрĕ Людмила Ильинична ялти ача садĕнче ĕçлеççĕ.
Çавăн пекех Вăтаялĕнчи Соколовсем çĕнĕ çурта кĕнĕ. Евгений Васильевич – тракторист, Зоя Федоровна – повар. Вĕсен çемйине те “Пурăнмалли çурт-йĕр” программăна пурнăçласа социаллă тÿлевсем панă.
Вăтăр пилĕк çулчченхи граждансен тата çамрăк çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатма паракан тÿлевсемпе Тĕмер ял поселенийĕпе 2008 çулта 4 çемье усă курнă. Тĕмерти Зайцевсен, Ильинсен, Вăтаялĕнчи Федоровсен, Амалăхри Перловсен çемйисене çурт-йĕр тума тата туянма социаллă тÿлев свидетельствисене панă.
Г.ИВАНОВ, Тĕмер ял поселенийĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"