17 февраля 2009 г.
Экологи эрнинче (Образование, экология)
Эльпуç шкулĕн Çĕнçырмари филиалĕнче 27 ача пĕлÿ пухать. Пуçламăш класранах вĕсене тăван тавралăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентетпĕр. Çавна май вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех çав ыйтусемпе çыхăннă тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. Экологи эрни те вĕренекенсемшĕн усăллă иртрĕ. Пур ачана та явăçтарма тăрăшрăмăр унта. Малтанхи кун шкулпа юнашар ÿсекен вăрман хĕрринчи йывăçсен турачĕсем çине сырăшсем çакса, апатсем хурса тухрĕç çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем. Тепĕр кунне 2–4 классем хушшинче “Чĕр чунсен тĕнчи” ятпа КВН иртрĕ. 3 команда (кашни класран 2-шер ача) тупăшрĕ савăнăçлисемпе тавçăруллисен клубĕн вăййинче. “Кашкăр çурисем” ăнкаруллăрах пулчĕç, çĕнтерчĕç.
Çулталăк вăхăчĕсемпе, кайăксен, чĕр чунсен, ÿсентăрансен тĕнчипе çыхăннă мĕн тĕрлĕ ÿкерчĕк пулман пулĕ тата ачасем! “Вăрман патши патĕнче хăнара” викторина та пысăк активлăхпа иртрĕ. Эрнекун пĕтĕмлетÿ кунĕ пулчĕ. Икĕ команда “Джунгли чĕнет” вăйăра ăмăртрĕ, “Тискер чĕрчунсем” “Курăкпа тăранса пурăнакансене” парăнтарчĕç. Пуканесен театрĕн артисчĕсем “Йăва” юмахпа савăнтарчĕç. Уйрăмах палăрнисене пĕчĕк парнесемпе хавхалантартăмăр.
Е.ГАВРИЛОВА, вĕрентекен. Çĕнçырма шкулĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"