17 февраля 2009 г.
Тăвай сăртĕнчи фермăра (Сельское хозяйство)
Хальхи вăхăтра çамрăксем яла юласшăнах мар, хулана ытларах туртăнаççĕ. Çĕр-аннемĕр çинче тыр-пул, пахча-çимĕç ÿстерсе тар юхтарса асапланас килмест ахăртнех. Ял вучахĕ ан сÿнтĕр тесе ЧР Президенчĕ Н.Федоров тĕрлĕ енлĕ ĕç палăртать. Ялсенче халĕ кашни килте тенĕ пекех кăвак çулăм ялкăшать, пÿрт-çурта ăшăтать. Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр лартма е хваттер туянма та патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшма тăрăшать. Ялсем, урамсем асфальтлă çулпа çыхăннă халь. Ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси те вăй илсе пырать. Ку çулталăка Çĕр ĕçлекен çулталăкĕ тесе те ят пачĕ Президент. Ĕçле, ан ÿркен кăна, ялта та пурнăç йĕркелеме пулать тăрăшсан. Ялсенче çуртсем хупăнаççĕ, ялсем пушанса юлаççĕ, теççĕ. Пирĕн енче, Чăвашра, вăл шутрах Тăвай районĕнче те, унашкал хăрушлăх кĕтмест тесшĕн эпĕ. Акă, Пуянкассинчен Тăвай ялне пырса кĕрекен урамра кирпĕчрен купаланă капмар çуртсем тÿрех куç умне тухаççĕ. Пĕлтĕр ял çумĕнче (Нăрваш сали енче) ку чухнехи пысăк выльăх-чĕрлĕх комплексĕ хута кайрĕ. Тăвай ялĕнчи унчченхи кивĕ ĕне витисене те çулла чылай юсаса йĕркелерĕç. Кунта халĕ ĕнесем те, вăкăрсем те чылай. Юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех “Акконд–агро фирма” общество пурнăçларĕ. Фермăри ĕç-пуçа Леонид Петров заведующи йĕркелесе пырать. Унăн ĕç стажĕ чылайранпа туптаннă. Леонидăн арăмĕпе ывăлĕ те фермăрах тăрăшаççĕ. Ывăлĕ Борис транспортерпа витерен тислĕк кăларать. Апата лавсемпе кĕртсе параççĕ. Ку ĕçре икĕ лавçă тăрăшать: Владимир Петрович Ивановпа, Виталий Иванович Степанов.
Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси нихăçан та терт-нушасăр пулмасть. Пурнăçа малалла аталантарас тесен, ĕçрен хăрамалла мар. Выльăхсене вăхăтра апатлантармалла. Вĕсен рационĕ пуян пулмалла. Кунти фермăра выльăхсене апатпа тивĕçтерме икĕ çынна шаннă: Елизавета Ивановна Ивановапа Юрий Петрович Иванова. Вĕсем сенаж, утă-улăм кăларса хатĕрлесе пыраççĕ. Ĕне выльăх валли армана фураж лартаççĕ кашни кунах. Вĕсемех çитес çулхи тухăç валли вăрлăх та аллаççĕ. Паянхи кун тĕлне 80 тонна тулăпа урпа алласа хатĕрленĕ. Сортировкăна Николай Маркелов ĕçлеттерет. Ку ĕçре вăл чылайранпа ĕнтĕ. Сăмах майăн каласан, фуражлăх тырра та вăлах авăртать. Вăл – арманçă. Кунта ĕçлеме пуçлани унăн часах çирĕм çул çитет. Халĕ чылай ялта армансем çук. Пур çĕрте те тенĕ пекех дробилкăсемпе усă кураççĕ. Кунта хамăн аттене асăнса хăварас килет. Пирĕн ялта та, Пуянкассинче, атте вилчĕ те трактор паркĕнче авăракан арман шăпланчĕ. Унăн халĕ йĕрри те çук. Пулман та тейĕн.
Тăвай ялĕнче сăртра ларакан Маркеловăн арманĕ эпĕ пынă чухне те пĕр тикĕссĕн сыппа шаккаса кĕвĕллĕн çаврăнса кăпăшка çăнăха валак тăрăх юхтаратчĕ. “Акконд–агро фирма” общество кăçал хуçалăхра ĕçлекенсене тырă парса тивĕçтернĕ. Çавăнпа Маркелов патĕнче хăйсем валли тырă авăртас текен çынсем те пурччĕ. Арманçăн арăмĕ те, Зоя Николаевна Маркелова, фермăра вăкăрсем пăхать. Вĕсене кунсерен ытларах ÿт хуштарас тесе тăрăшать. Ĕне выльăх пăхакансен ĕçĕ канăçсăррине пурте пĕлеççĕ. Кунта ферма ĕçченĕсен тÿсĕмлĕхĕ малти вырăнта тăмалла. Сĕт сăвассине, тислĕк кăларассине механизациленĕ. Апата çеç витене лашапа кĕртсе параççĕ. Икĕ доярка фермăра. Паянхи куна илсен, сăвăм начарах мар.
Нарăс уйăхне кĕтĕмĕр, хĕл иртсех пырать. Хĕл хыççăн çуркунне çитет. Вара çураки çывхарать. Мĕн чухлĕ ĕç кĕтет ял çыннине! Уй-хире пуш алăпа тухаймăн, ĕлĕкхилле лашапа та тухас килмест. “Хурçă утпа” ытти техникăна “кÿлмелле”. Шанăç – техника çинче. “Акконд- агро фирма” общество пуян-ха техникăран. Çавăнпа аптăрамĕç, çурхи ĕçсене вăхăтрах туса ирттерĕç.
Виталий ПУЯНКАС.
Источник: "Ял ĕçченĕ"