17 февраля 2009 г.
Суту-илÿ системине – çÿллĕ Шая (Торговля)
Иртнĕ кĕçнерникун райцентрти культурăпа кану центрĕнче “Тăвайри кооператив” потребобществăн пайщиксен йăлана кĕнĕ пухăвĕ пулчĕ. Ăна совет председателĕ В.Федоров уçрĕ. Пуху секретарĕ пулма район администрацийĕн тĕп специалистне В.Чайкина суйларĕç.
Пурĕ сакăр ыйту пăхса тухрĕç пайщиксем.
Малтан мандат комиссийĕн председателĕ Т. Иванова тухса калаçрĕ.
Унтан редакци (В.Разин, С.Салмина, Г.Александрова), шутлав (Л.Николаева, В.Николаева, Л.Алексеева) комиссийĕсем ĕçе пуçăнчĕç.
Потребобщество совечĕн председателĕ В.Федоров отчетлă тапхăрта коллектив мĕнле ĕçлени пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ, суту-илÿпе производствăна аталантармалли çул-йĕрсене палăртрĕ.
Ревизи комиссийĕн председателĕ Н.Филиппова потребобществăн 2008 çулхи финанс ĕçĕсене тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Унтан Нÿшкассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн сутуçи Л.Семенова, потребкоопераци ветеранĕ А.Тимофеева, Тăвайри “24” сехет” ятлă магазин заведующийĕ Н.Павлова, “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă общество ертÿçи Т.Обаськина, экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕ А.Данилов, Шупашкарти кооперативнăй техникум преподавателĕ Е.Епишеева тухса калаçрĕç.
2009 çулхи пĕрремĕш январьчченхи бухгалтери балансне çирĕплетес тата тупăша тĕллевлĕ усă курас ыйтупа “Тăвайри кооператив” потребобществăн тĕп бухгалтерĕ Е.Никонорова сăмах илчĕ. Баланса пĕр саслă пулса çирĕплетнĕ пайщиксем.
Пухăннисем “Тăвайри кооператив” потребобществăн 2008 çулхи ĕçне “лайăх” паллăпа хакларĕç.
Пайщиксен ретне тăрас, пай укçи пухас пирки те калаçрĕç унтан.
Потребобщество Уставне улшăнусемпе хушусем кĕртме йышăнчĕç тата.
2009 çулта потребобществăна аталантармалли çул-йĕре пурте пĕрле сÿтсе яврĕç юлашкинчен.
Çакăн хыççăн “Тăвайри кооператив” потребобщество председателĕ В.Федоров курăк нумай пухса панăшăн Г.Уезднаяна (Чутей), сĕт нумай панăшăн В.Арсентьевана (Тенеяль), халăхран сĕт нумай пухнăшăн Вăтаялĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн коллективне, лайăх ĕçленĕшĕн – Е.Николаева бригадинчи çăкăр пĕçерекенсене тата Тăвайри çĕнĕ шкулти О.Кириллова буфетчицăна хаклă парнесемпе хавхалантарчĕ.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"