АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен пурнăçне хÿтĕлес ыйту çивĕч тăрать (Общество)

17 февраля 2009 г.

Çынсен пурнăçне хÿтĕлес ыйту çивĕч тăрать (Общество)
Район администрацийĕ, унăн пайĕсемпе управленийĕсем, чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ĕçшĕн яваплă районти комисси тĕрлĕ службăсемпе, ял поселенийĕсен администрацийĕсемпе çыхăнса план тăрăх тĕллевлĕ ĕçлесе пынă. Депутатсен районти Пухăвĕ иртнĕ çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче “2008–2010 çулсенче Тăвай районĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен” тĕллевлĕ программа йышăннă. Ăна пурнăçласа ял поселенийĕсемпе (10 пин тенкĕ) район бюджечĕсенчен уйăрнă (400 пин) укçа-тенкĕне алла илнĕ. Район бюджетĕнчен Тăвайри пушар чаçне пушар сÿнтерекен автомашина туянма 400 пин тенкĕ уйăрса панă.
2008 çулта район территорийĕнче 4 хутчен чрезвычайлă лару-тăру регистрациленĕ. Вĕсенчен пĕри техногенлă шутланать, 3 çын вилнипе (çав шутра пĕри 8 çула çитмен ача) çыхăннă. Ку инкеклĕ ĕç ноябрĕн 7-мĕшĕнче Тенеялĕнче вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран тухнă пушарта пулса иртнĕ. Унсăр пуçне Енĕш Нăрваш, Эльпуç ял поселенийĕсенче выльăхсем тата вăрман хуçалăхĕн цехĕнче кушак урмăш чирĕпе чирленине регистрациленĕ (пурĕ 3 тĕслĕх).
Район территорине пушар хăрушсăрлăхĕпе Тăвайри пушар чаçĕ тата ял поселенийĕсен территорийĕсенчи ЯХПКсен балансĕсем çинчи пушар сÿнтермелли автомашинăсемпе (пĕтĕмпе 9) личнăй состав (25 çын) тивĕçтереççĕ.
Районти автомобиль çулĕсем çинче 18 инкеклĕ ĕç пулнă, вĕсенче 3 çын вилнĕ, 21 çын аманнă.
Шел пулин те, районти пĕвесемпе кÿлĕсенче çуллен çынсем путса вилесси чакмасть. Иртнĕ çул 7 çын путнă (вĕсенчен пĕри – шкул ачи), 1 ачана çăлнă. Шывра путнин тĕп сăлтавĕсем: çу кунĕсенче çынсене шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем туса паманни, çынсем шывра харпăр хăйне тытмалли йĕркесене пĕлменни е шута хуманни.
Пĕтĕм инкекре (çул-йĕр çинче, вут-кăварта, шывра) район территорийĕнче иртнĕ çул 16 çын пурнăçĕ татăлнă, 26 çын шар курнă. Эппин çынсен пурнăçне хÿтĕлессипе районта ыйту çивĕч тăрать. çынсене инкек-синкекрен хÿтĕлес, чрезвычайлă лару-тăрура харпăр хăйне тытма вĕрентес ĕç çине тимлĕрех çаврăнса пăхмалла. Халăха гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсене вĕрентес тĕллевпе ял поселенийĕсенче вĕренÿпе консультаци пункчĕсем йĕркеленĕ. Çавнашкал пунктсем Йăнтăрчă, Чутей ял поселенийĕсенче япăх мар ĕçленĕ. Çак ыйтусенех район хаçачĕ урлă та çутатма тăрăшнă.
Чрезвычайлă лару-тăруран, вут-кăвартан сыхланас ыйтусене районти комисси ларăвĕсенче те куллен пăхса тухнă. Отчетлă тапхăрта 6 лару ирттернĕ, вĕсенче 14 ыйту сÿтсе явнă. Чутей, Тăрмăш, Тушкил, Тĕмер, Мучар ял поселенийĕсен администрацийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, Енĕш Нăрваш ял поселенийĕнче шыва кĕрекенсене инкекрен сыхланма пулăшас енĕпе епле ĕçлени çинчен отчетсем итленĕ. Ларусенче çавăн пекех газ хăрушсăрлăхĕн, ветеринари тăнăçлăхĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, газ хуçалăхĕ хĕллехи условисенче ĕçлеме хатĕрленес ыйтусене епле тимленине сÿтсе явнă. Районти комисси палăртнă ĕçсене пурне те пурнăçланă.
В.ИСАЕВ, райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика