АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти йĕлтĕрçĕсен уявĕ (Общество, спорт)

17 февраля 2009 г.

Районти йĕлтĕрçĕсен уявĕ (Общество, спорт)
Вуншар çул ăмăртусем курса та нихăçан та çавăн чухлĕ çын пухăннине астумастăп. “814 участник”, – пĕлтерчĕ райадминистрацин социаллă аталану, культура тата физкультурăпа спорт пайĕн специалисчĕ О.Ломоносов. Пĕр шкул та, пĕр ял поселенийĕ те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрассинчен пăрăнман. Хăшпĕр ял поселенийĕсенчен шкулсемпе пĕрле 60-70 е ытларах та çын тухрĕ старта. Калăпăр, тăвайсем, эльпуçсем, тушкилсем... Тăрмăш шкулĕ 10 йĕлтĕрçĕне республикăна янă. Предприятисемпе организацисенчен, учрежденисенчен, тĕрлĕ службăсенче ĕçлекенсем йĕлтĕр йĕрĕ чĕннипе массăллăн чупрĕç иртнĕ вырсарнире, Тăвайра кăна мар, кашни хулапа районта, пĕютĕм çĕршывĕпе. Пирĕн районшăн та чăн-чăн йĕлтĕр уявĕ, вăй-халпа сывлăх уявĕ пулса тăчĕ çав кун.
Культура ĕçченĕсем юрăсемпе кĕтсе илчĕç спортсменсене. Старта пухăнса тăнисене район пуçлăхĕ Н.Иванов, ЧР патшалăх çĕрпе пурлăх министрĕн çумĕ А.Дмитриев, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ Ю.Алексеев, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, нумай хутчен Раççей йĕлтĕр йĕрĕн республикăри ăмăртăвĕсене хутшăннă Б.Мурзин "Мучар" сăмах тухса каларĕç, йĕлтĕрçĕсене ăнăçу, яланах спортпа туслă пулма сунчĕç. Уява Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсемпе уçрĕç. Ăмăртусен тĕп судйи В.Кузнецов йĕлтĕрçĕсене трассăпа тата ăмăртусен йĕркисемпе паллаштарчĕ.
VIP–чупăва район администрацийĕн пуçлăхĕпе çумĕсем, управленисемпе пайсен пуçлăхĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен, шкулсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Финиша пуринчен малтан пĕр палламан çамрăк пырса кĕчĕ. Ку Тăвайри пушар чаçĕн çĕнĕ начальникĕ, 23 çулхи Дмитрий Кузьмин пулчĕ-мĕн. Ун хыççăн дистанцие Тăвай район сучĕн судйи, спорт ветеранĕ Геннадий Николаев вĕçлерĕ. Геннадий Андреевич çулĕсене кура мар патвар, хĕлле йĕлтĕрпе, çулла çуран чупать, кире пуканĕ те çĕклет. Умри йĕлтĕрçĕне епле тытаймарăн тесен, епле тытăн ăна, кайăк вĕçнĕ пек пырать, терĕ шÿтлесе. 3-мĕш вырăна С.Кириллов (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн директорĕ), каллех тĕрлĕ енлĕ аталаннă спортсмен (ăста футболист, волейболист) тухрĕ.
Шкул ачисен савăнăçне çырса пĕтерме те çук, уйрăмах кĕçĕннисем финиш хыççăн чунри хĕпĕртĕвне пытармаççĕ. Финиш коридорне пырса кĕрекенсене пурне те Т.Кузнецова асăнмалăх “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2009” брелок парнелет.
–Манăн иккĕ те! – мухтанать пуçламăш класра вĕренекенни юлташĕсем умĕнче.
–Манăн – виççĕ! – тавăрать тепри. –Эпĕ виçĕ çаврăм чупрăм.
Çапла, ушкăн хыççăн ушкăн, пистолет сассипе, старта тухать. Кал-кал пычĕç ăмăртусем, пĕрисем дистанцие вĕçленĕ май, теприсем старт илчĕç. Кама кăна курмастăн йĕлтĕр йĕрĕ çинче( Çамрăксем кăна мар, çулланнă çынсемпе ватăсем те пур. Акă шап-шур сухаллă П.Печников "73 çулта" çулла велосипед çинчен анмасть, хĕлле йĕлтĕрпе тухать. Хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăк курăнать, хăйне çăмăллăн тытать. 76 çулхи Борис Васильевич Мурзин финиша çитсен ÿке пачĕ. Финиш коридорне куракансем хупăрласа илнĕ, тăвăр. Вĕçрен васкаса пырса кĕрекен ачасем те ÿке параççĕ. О.Васильева врачпа унăн хĕрĕ çийĕнчех чупса пырса вĕсене ура çине тăма пулăшаççĕ. Болельщиксем харпăр хăй командишĕн чупакансене хавхалантараççĕ. Ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ кăна мар, ваттисем те мăнукĕсене курма тухнă.
Акă 30-45 çулхисен ушкăнĕ стартран тапранать. Пирвайхи метрсенченех Эдуард Буинцев ыттисенчен татăлса пычĕ, туясемпе харăссăн тапа-тапа ярăнать. Вăл хăйĕнчен никама ирттермерĕ. Опытлă П.Романов (Çĕнĕ Пуянкасси) финиш коридорне ун хыççăн çитрĕ. Ку çаврăм уншăн, тĕрĕссипе, çав кун виççĕмĕш пулчĕ. Пĕрре вăл VIP чупăва хутшăннисемпе, тепре шкул ачисене хавхалантармалла кайса килчĕ.
18 çултан пуçласа 30 çултан аслă мар йĕлтĕрçĕсем хушшинче милицин участокри уполномоченнăйĕ С.Максимов çĕнтерчĕ. Çав ÿсĕмрех унăн мăшăрĕ Нина Максимова социаллă работникĕн (халĕ пĕчĕк ачапа ларать) хĕрарăмсенчен финиша 1-мĕш çитрĕ. Тепĕр Максимова хушамат та пулчĕ Эльпуç тăрăхĕнчен мала тухнисен йышĕнче. Ку вăл Федор Максимов учителĕн хĕрĕ Оля.
Ăмăртусене спортзалра пĕтĕмлетрĕç. Унта мала тухнă йĕлтĕрçĕсене грамотăсемпе тортсем, спорт калпакĕсем парса хавхалантарчĕç. Максимовсен, Буинцевсен çемйисем икшер торт çĕнсе илчĕç. Нумай йĕлтĕрçĕ тивĕçрĕ парнене. Сывлăх уявĕ пирĕн тăрăхра çÿллĕ шайра иртрĕ.
И.СОЛОВЬЕВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика