АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрисем–апатлаççĕ, теприсем–хапсăнаççĕ (Общество, экология)

13 февраля 2009 г.

Пĕрисем–апатлаççĕ, теприсем–хапсăнаççĕ (Общество, экология)
Вăрмансенче юр тарăнлансах пырать, вырăн-вырăнпа 35 см хулăнăш выртать. Кун пек чухне хир сыснисем умне йывăрлăхсем тухса тăраççĕ: вĕсене вырăнтан вырăна куçса çÿреме те, хулăн юр айĕнчен апат чакаласа тупса çиме те çăмăл мар. Çавăнпа хир сыснисене апат парса пулăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса тăрать. 2008 çулта ку тĕллевпе Канашри районсем хушшинчи сунарçăсемпе пулăçсен обществи ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсенчен çителĕклех тырă туяннă. Çавăн пекех уйрăм сунарçăсем тырă каяшĕ те хатĕрленĕ. Çак пархатарлă ĕçе тата вăрмансене апатсем хурса пама пирĕн районти сунарçăсем те хутшăнчĕç. Асăннă ĕçсен пĕлтерĕшне сунарçăсенчен нумайăшĕ тĕрĕс ăнланать, манăн вăхăт çук тесе тăмасть. Вĕсем хир сыснисене апат тата пăшисене тăвар хурса пама та хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, Кармал ялĕнче пурăнакан Ю.Краснов кирек хăçан та çак ĕçсенче пулăшма хатĕр, хăйĕн лашине кÿлсе тырăпа унăн каяшĕсене тата тăвара тивĕçлĕ кварталсене çитерсе парать. Канашри районсем хушшинчи сунарçăсемпе пулăçсен обществин председателĕ Н.И.Краснов та хăйĕн УАЗ машинипе тырăпа унăн каяшĕсене пĕрре çеç мар вăрманти тĕрлĕ çĕре çитерсе пачĕ. Акă, сăмахран, 2009 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче те хир сыснисене вăрмана апат хурса пама общество председателĕпе Н.И.Красновпа Тăвай район хаçачĕн корреспонденчĕ, çут çанталăк тусĕ В.В.Никитин хастар хутшăнчĕç.
Çав вăхăтрах урăх шухăшпа “хĕртĕнсе” çÿрекенсем те пур. Пĕрисем хир сыснисене апатлантараççĕ, хĕл каçма пулăшаççĕ пулсан, теприсем вара ямăттине хапсăнаççĕ, браконьерла ĕç тăваççĕ. Акă нумаях пулмасть Çĕнĕ Ишпуç таврашĕнчи вăрманта, 58-мĕш кварталта, браконьерсем икĕ хир сысни тытнă, вĕсенчен пĕри – ама сысна. Ку ĕçе халĕ милици аллине панă.
В.СОРОКИН, егерь.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика